14 октября 2011 г.
Кашни çыншăн хăйĕн професси лайăх. Пĕрисем мĕн ачаран водитель, тракторист е врач пулма ĕмĕтленеççĕ. Теприсем вара ура çине çирĕп тăрсан хăйсене килĕшекен профессипе ĕçлеме тытăнаççĕ. Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан Николай Николаевич Иванов мĕн ачаран водитель пулма ĕмĕтленнĕ.
Вăл 1951 çулта Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрмарти шкула вĕренсе пĕтерсен водитель профессие алла илме шутлать. Вăрмарти автошкулта пĕлÿ пухать. Ун хыççăн «Сельхозтехника» районти пĕрлешĕвĕнче водитель пулса ĕçлеме тытăнать. 1970 çулта ăна çар ретне илеççĕ. Хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать Киввăрмар каччи. 1972 çулта тăван ялне таврăнать, малтанхи вырăнтах ĕçлеме пуçлать. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать Н.Иванов. 1974 çулта вăл Лидия Алексеевнапа çемье çавăрать. Пĕр-пĕрне килĕштерсе, туслăн пурăнать Н.Ивановсен çемйи. Виçĕ ача çитĕнтерсе вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ Николай Николаевичпа Лидия Алексеевна. Ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунăшăн «Вун пĕрмĕш пилĕкçуллăхăн ударникĕ» паллăна, СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Указĕпе килĕшÿллĕн «Ĕçре палăрнăшăн» медале тата чылай Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене тивĕçнĕ. 2003 çулта Николай Николаевич «Чăвашавтодор» АУО çул-йĕрĕн Вăрмарти юсавпа строительство управленийĕнче КАМаз автомашинăпа ĕçлеме тытăнать. Çумăрта та, сивĕре те, çил тăман алхаснă вăхăтра та çул-йĕр хывакансем, юсакансем ĕçре. Вĕсен тĕп ĕçĕ хĕллехи вăхăтра - çулсене юртан тасатасси, çулла вара - çулсене юсасси, çĕннине хывасси. Хăйăр е щебень турттармалла-и, яланах палăртнă вăхăтра çитмелле, тепĕр майлă каласан çул-йĕр хывакансем валли стройматериалсемпе вăхăтра тивĕçтермелле. Çакна Николай Николаевич водитель тивĕçлĕн пурнăçласа пырать. Çавăнпа управлени пуçлăхĕ А.Павлов та, коллектив та ăна лайăх енчен палăртать. Водителĕн аслă ывăлĕ Андрей та ашшĕ çулнех суйласа илнĕ. Вăл та çул-йĕрĕн Вăрмарти юсавпа строительство управленийĕнче водитель пулса тăрăшать. Николай Николаевичăн мăнукĕ Никита та ÿссен аслашшĕ, ашшĕ пекех водитель пуласшăн. Эппин унăн ĕмĕт-тĕллевĕ малашлăхра пурнăçланасса, Ивановсен династийĕ аталанса пырасса шанатпăр.