14 октября 2011 г.
Энĕшпуç ял хĕрринчи машинăпа трактор паркĕ çумĕнчи çĕр улми ани анлăн сарăлса выртать. «Иванова О.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн вăл 67 гектар йышăнать.
Эпир пынă чухне ана тăрăх Германире туса кăларнă çĕр улми пуçтаракан GRIMME комбайн куçса пырать. А.Алексеев механизатор кăткăс техникăна тухăçлă ĕçлеттерет. Бункер тулса ларчĕ те В.Алексеев водитель самосвалпа çитсе те тăчĕ. Машина кузовĕ ăнса пулнă «иккĕмĕш çăкăрпа» тулса та ларчĕ. Вăл тапранса кайрĕ те П.Прокопьев водитель çитсе те тăчĕ. Вĕсем иккĕшĕ кăларнă çĕр улмие ăна упрама тунă пысăк хранилищĕне турттарса тăраççĕ. Кунта та нимĕçсен технологипе ĕçлекен GRIMME РН-20-45 сортировка вырнаçтарнă. Унăн тухăçлăхĕ пысăк. Икĕ транспортер пĕр сехетре 45 тонна çĕр улми сортласа кăларма пултарать. Çак кăткăс оборудовани шултра çĕр улмие вĕттисенчен уйăрать, тăприне уйрăм çĕре пуçтарать.
- Çанталăкăн кашни минучĕпе усă курма тăрăшатпăр, талăкĕпех ĕçлетпĕр, - теççĕ хавхаланса Н.Семенов, Г.Кузнецов, С.Петров рабочисем.