14 октября 2011 г.
Район администрацийĕнче Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмăн агенчĕсемпе тата кунта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансемпе «Росгосстрах» компани 90 çул тултарнă ятпа халалласа ирттернĕ тĕл пулăва Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев, «АККонд» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ В.Иванов хутшăннă.
Вĕсем страхлакан агентсене, ветерансене уяв ячĕпе саламланă, «Росгосстрах» компани халăхшăн курăмлă ĕç тунине палăртнă. Унтан К. Никитин, Г.Васильев, В.Иванов Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмра чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ страхлакан агентсене: А.Иванована(Мăнçырма ялĕ), Г.Васильевана (Вăрмар поселокĕ) «Единая Россия» партин Чăваш Енри регион уйрăмĕн Тав çырăвĕпе, М.Платонована (Саруй, Урнар ялĕсемпе страхлакан агент), Ю.Патрована (Çиçтĕпе ялĕ) райадминистрацин Хисеп грамотипе, Л.Митрофанована (Вăрмар поселокĕ), В.Потянована (Арапуç ялĕ) райадминистрацин Тав çырăвĕпе наградăларĕç, парнесемпе чысларĕç.
Çав кунах Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев, «АККонд» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ В.Иванов тата ытти яваплă çынсем «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕн вырăнти канашĕ йĕркеленипе поселокра йывăçсем лартрĕç.