АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăха туйса ĕçлеççĕ

14 октября 2011 г.

Çулсене пурнăç артерийĕ теççĕ. Çак ытарлă каларăш ялта пурăнакансемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕш йышăнать. Наци проекчĕсенчен пĕри вăл - хула, ял тăрăхĕсенчи урамсене хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарасси. Çакă «Единая Россия» партин приоритетлă тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Ăна пурнăçа кĕртме пирĕн республикăра тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ.

Чăваш Республикин хуласен, районсен тата ял тăрăхĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн хăвăртлăхне тивĕçтерес тата халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указа «Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществин çул-йĕрĕн Вăрмарти юсавпа строительство управленийĕ тĕллевлĕ пурнăçларĕ.Асăннă Указпа килĕшÿллĕн пирĕн районта кĕске вăхăтра пур ялсене те хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарнă. Пурĕ 23 километр та 407 метр асфальтлă çул сарнă. 2007-2009 çулсенче автомобиль çулĕсене тăвассипе ĕçсем пысăк хăвăртлăхпа пулса пычĕç. 2010-мĕш çул тĕлне ăна вĕçлерĕç. 2007 çулта - 11,2, 2008 çулта - 13,78, 2009 çулта - 1,3, 2010 çулта - 1,4, 2011 çулта 1,288 километр çул-йĕр хывнă тата капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă.

Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕ çывхарса килнĕ май Александр Витальевич Павлов пуçлăх хăйсем пурнăçланă ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Çул-йĕрĕн Вăрмарти юсавпа строительство управленийĕ пирĕн районта 172 километр муниципаллă тата 65 километр республика пĕлтерĕшлĕ çулсене пăхса тăрать. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 8 миллион та 500 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Хальхи вăхăтра кунта пурĕ 66 çын тăрăшса вăй хурать.

Автомобиль çулĕсем тумалли программăна вĕçлени ялсенче пурăнакансене сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿ, культурăпа йăла учрежденийĕсем паракан пулăшупа усă курассине лайăхлатма май панă, шкул ачисене никĕс шкулсене хăрушсăрлăх правилисем ыйтнă пек турттармалли майсемпе тивĕçтернĕ, пассажирсем турттаракан автотранспортăн çĕнĕ маршручĕсене уçма, ял хуçалăх продукцине турттарма условисем туса панă. Çакă пирĕн района Канаш, Тăвай, Çĕрпÿ районĕсемпе çыхăнтарма пулăшрĕ. Энĕшпуçĕнче, Хуруйĕнче, Атайкассинче пурăнакансем халĕ Тăвайне е Канаша каяс пулсан Вăрмара килмесĕрех тÿрĕ çулпа тухма пултараççĕ, çул çÿрев тăршшĕ - 20 километр, Урнарпа Саруйĕнче, Пысăк Енккассинче тĕпленнисемшĕн Канаша çитмелли çул 40 километр кĕскелчĕ. Çакăнта çул-йĕрĕн Вăрмарти юсавпа строительство управленийĕн ĕçченĕсен тÿпи пысăк.

Предприяти Шупашкарти ТПУ çине куçнă май ĕç калăпăшĕ ÿссех пычĕ. Кÿршĕллĕ районсенче тĕрлĕ ĕçсем ирттереççĕ, хамăр тăрăхри çулсене те йĕркене кĕртеççĕ. Хальхи вăхăтра Куславкка районĕнче çул-йĕр хвывассипе ĕçлеççĕ. Кунти «Çатракасси - Тĕмшер - Варасăр - Аманик» участокра асфальтлă çул тăваççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама Куславкка район администрацийĕ тăрăшнипе 32 миллион тенкĕ уйăрнă. В.Герасимов прорабпа А.Анилин мастер ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пынипе рабочисем ăна пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Унсăр пуçне Мордва Республикине кĕрекен Саранск хулинчи Комсомольски, Коваленко, Çĕнтерÿ урамĕсене асфальт хывас ĕçре тăрăшаççĕ. Çавăн пекех Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче те асфальтлă çул-йĕр хываççĕ. Асăннă ĕçсемпе пĕрлех хĕле хатĕрленессипе те чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. Пăрлаклă çулсене сапмашкăн тăварпа хăйăр хутăшĕ 7 пин тонна хатĕрлесе хунă. Территорие тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе те тăрăшаççĕ кунти рабочисем. Нумаях пулмасть вĕсем йывăçсем те чылай лартса хăварчĕç.

«Çул çинче пĕрне ырласа теприне хурласа уйăрма çук», - тет А.Павлов пуçлăх. - Пурте ĕçчен. Яваплă, палăртнă ĕçе вăхăтра туса пĕтерме тăрăшаççĕ.

А.Артемьев, А.Иванов трактористсем, В.Илларионовпа А.Гурьев операторсем, Б.Савельев, Н.Иванов водительсем, Н.Муланов, С.Муланов трактористсем пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ. Ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунăшăн Н.Иванов водитель вара «Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществин Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика