11 октября 2011 г.
«Ир тăракан тулă пĕрчи тупать»,– тесе калаççĕ, ку ваттисен сăмахне пирĕн кукамай çинчен каланă пекех туйăнать. Кукамая ялта Лисук аппа тесе чĕнеççĕ, вăл 83 çула кайнă ĕнтĕ. Вăл тул çутăлнă-çутăлман вăранать те ĕçе тытăнать, мĕншĕн тесен картиш тулли выльăх тытать. Кукамай вĕсене пурне те хăй пăхать.
Кунĕпе пуç çĕклеми тăрмашать, эп ăна нихăçан та ахаль ларнине курман. Çавăнпа кил картинче ун ялан тирпейлĕ те таса.
Кукамай 5 ача пăхса çитĕнтернĕ. Ачисене те хăй пекех ĕçчен те тарават пулма вĕрентнĕ. Пире вăл яланах ăшшăн кĕтсе илет, ăшă кукăльпа пÿремеч пĕçерсе çитерет. Кукамая эпĕ питĕ юрататăп, вăл маншăн - ырă тĕслĕх.