11 октября 2011 г.
Эпир, Тикаш шкулĕнче вĕренекенсем, сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнма тăрăшатпăр. Акă, сентябрĕн 30-мĕшĕнче пирĕн шкулта черетлĕ кĕрхи кросс иртрĕ. Унта кашни вĕренекен хутшăнчĕ.
Старта чи малтан кĕçĕн класра вĕренекенсем тухрĕç. 3 класра вĕренекен Д.Максимов пĕрремĕш пулчĕ. Вĕсем хыççăн 4-6 классем чупрĕç. Хĕр ачасем хушшинче Ю.Васильевана, арçын ачасем хушшинче Н.Волкова çитекенни пулмарĕ. Малалла ăмăрту тата хĕрÿллĕн иртрĕ. Старта 6-7 класра вĕренекен арçын ачасем тухрĕç. Н.Ленский пĕрремĕш, М.Нуржанов - 2-мĕш, М.Кондаков 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.
8-9 классенче вĕренекенсем те хĕрÿллĕ ăмăртрĕç 1-мĕш вырăна А.Филиппов, А.Ленская, 2-мĕш вырăна Д.Васильев, А.Семенова, 3-мĕшне И.Кондаков, А.Иванова тивĕçрĕç.