АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял ăмăртăвĕсенчен Олимпиада таран

11 октября 2011 г.

Николай ПУКЛАКОВ

1945 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Шăхальти вăтам шкултан вĕренсе тухсан, Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ техника училищине вĕренме кĕрет. Кунта вĕреннĕ чухне 1500 метра чупассипе Чăваш Республикин рекордне 3,5 çеккунт лайăхлатать. 1965 çулта Ессентуки хулинче РСФСРта мала тухассишĕн çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Çивĕч кĕрешÿре чăваш каччи 3000 метрлă дистанцире чи мала тухать, чемпион ятне çĕнсе илет.

«Правда» хаçат призне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ Пĕтĕм Союзри кросра иккĕмĕш вырăн йышăнать, СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçлать. 1970 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче Италири Турин хулинче ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăра 5000 метра чупса чемпионăн ылтăн медальне тивĕçет. 1972 çулта вăл Мюнхен хулинче ирттернĕ XX Олимп вăййисене хутшăннă. Хăйĕн юратнă дистанцире 5000 метра чупассипе улттăмĕш вырăн йышăннă.

1974 çулта Мускавра «Правда» хаçат призне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ ăмăртура 10 километра чупса финиша чи малтан çитнĕ. Европăра мала тухассишĕн Рим хулинче пулнă ăмăртура 10 километра чупса СССР тĕнче класлă спорт мастерĕн ятне çĕнсе илнĕ. Вăл çуран чупассипе ЧАССРăн тата СССРăн темиçе хут чемпионĕ тата рекордсменĕ. 1973 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физвоспитани факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Юлашки çулсенче Шупашкарти коопераци институтĕнче физкультура кафедрин доцентĕнче вăй хунă.

Спортри пысăк çитĕнÿсемшĕн 1992 çулта Н.Пуклакова «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

Кăçалхи октябрĕн 6-мĕшĕнче район центрĕнчи тĕп стадионта паллă çăмăл атлета асăнса мала тухассишĕн республикăри кĕркуннехи кросс ирттерчĕç. Районти пур шкулсенчен те тенĕ пекех тата предприятисемпе организацисенчен командăсем чылаййăн килнĕ. Çанталăкĕ ăмăр та çиллĕ пулчĕ пулин те, спортсменсем çĕнтерÿшĕн çине тăрса кĕрешрĕç.

Старта чи малтанах 2000-2001 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем тухрĕç. Вĕсем 500 метра чупса ăмăртрĕç. Пĕрремĕш вырăна А.Сергеева (Энĕшпуç) çĕнсе илчĕ. А.Сорокинапа (Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул) Т.Михайлова (Пинер) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Çак дистанцирех арçын ачасем тупăшрĕç. Чи пултарулли А.Ильин (Пинер) пулчĕ. Е.Петровпа (Арапуç) Д.Васильев (Энĕшпуç) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

1998-1999 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 500 метра, арçын ачасем 1000 метра чупрĕç. Хĕр ачасенчен С.Матвеева (Кĕлкеш) - пĕрремĕш, З.Макова (Шăхаль) - иккĕмĕш вырăнта. Виççĕмĕш вырăна М.Соборовапа (Чупай) И.Семенова (Кивĕ Вăрмар) пайларĕç.

Арçын ачасенчен чи малти вырăнта Н.Никитинпа (Пысăк Енккасси) И.Ефремов (Пинер) пулчĕç. М.Алексеев (Кивĕ Вăрмар) - иккĕмĕш, А.Иванов (Кĕлкеш) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

1996-1997 çулсенче çуралнă çамрăксем 1000 метрлă дистанцире вăй виçрĕç. Хĕр ачасенчен Д.Васильева (Мăнçырма) çĕнтерчĕ. К.Кириллова (Пысăк Енккасси) тата О.Кудрявцева (Мăнçырма) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Арçын ачасенчен чи пултарулли Г.Егоров (Пысăк Енккасси) пулчĕ. А.Степанов (Урнар) иккĕмĕш, С.Васильев (Мăнçырма) виççĕмĕш вырăнта.

1994-1995 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 1000, арçын ачасем 2000 метрлă дистанцисенче тупăшрĕç. Хĕр ачасенчен дистанцие чи малтан К.Ерастова (Энĕшпуç) вĕçлерĕ. Унăн вăхăчĕ 2 минут та 31 çеккунт. В.Петрова (Пысăк Енккасси) ăна 2 çеккунт çеç выляса ячĕ. Виççĕмĕш вырăнта - Т.Пугачева (Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул). Арçын ачасенчен пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене П.Васильевпа Е.Егоров (Мăнçырма), виççĕмĕшне М.Афанасьев (Пысăк Енккасси) çĕнсе илчĕç.

1992-1993 çулсенчи юниоркăсем 2000 метра, юниорсем 3000 метра чупса ăмăртрĕç. Çивĕч кĕрешÿре хĕр ачасенчен пĕрремĕш вырăна О.Александрова, арçын ачасенчен А.Иванов (иккĕшĕ те Пысăк Енккасси шкулĕнчен) тухрĕç. М.Семеновапа Н.Горшкова (Шупашкар), В.Галкинпа М.Краснов (Шупашкар) призлă вырăнсене тивĕçрĕç.

Арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинчи ăмăрту та интереслĕ иртрĕ.

18-29 çулхи хĕрарăмсемпе арçынсен тупăшăвĕнче малти призлă вырăнсене хăнасем - Шупашкарти кооператив институчĕпе механикăпа технологи техникумĕн спортсменĕсем - тивĕçлĕ пулчĕç. 30-39 çулсенчи хĕрарăмсем 500 метра, арçынсем 1000 метра чупса тупăшрĕç. Хĕрарăмсенчен И.Климова (Вăрмар хула тăрăхĕ), арçынсенчен О.Иванов (Энĕшпуç ял тăрăхĕ) çĕнтерчĕç. 40-49 çулсенчи хĕрарăмсем 500 метр чупрĕç. Пĕрремĕш вырăна Л.Никифорова (Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕ) тухрĕ. Р.Теплова (Аслă Чак) иккĕмĕш вырăнта. 50-59 çулсенчи арçынсем 1000 метр чупрĕç. С.Порфирьев (Арапуç) пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. 60-69 çулсенчи хĕрарăмсем - 500, арçынсем 1000 метрлă дистанцисенче вăй виçрĕç. В.Петровапа С.Ильин (иккĕшĕ те Энĕшпуç ял тăрăхĕнчен) çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.

70 çултан иртнĕ арçынсемпе хĕрарăмсем те çав дистанцисенчех ăмăртрĕç. Пĕрремĕш вырăнсене М.Сытина (Энĕшпуç ял тăрăхĕ), Н.Михайлов (Вăрмар хула тăрăхĕ) тивĕçрĕç.

Ăмăртусем вĕçленнĕ хыççăн чи пултаруллă тата пысăк шанчăк паракан спортсмена палăртрĕç. Çак пысăк хисепе Энĕшпуçĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче вĕренекен К.Ерастова тивĕçрĕ. Н.Пуклаковăн мăшăрĕ Тамара Викторовна пултаруллă спортсменкăна Асăну паллине пачĕ.

Ăмăрту çĕнтерÿçисене район руководителĕсемпе Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасем дипломсемпе, медальсемпе наградăларĕç, «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ» обществăлла организацин, Шупашкарти «АККОНД» акционерсен уçă обществин тата кооператив институчĕн парнисене парса чыс турĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика