АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шахтер, журналист, редактор

11 октября 2011 г.

(Малалли. Пуçламăшĕ 94-мĕш номерте).

1945 çулхи февраль, март уйăхĕсем тĕрлĕ шахтăсен, трестсен планĕсене ÿстерсех иртсе кайнă. Германа Владивостокри «Приморскуголь» комбинатран, «Артемтрестстрой» планĕсене чертежсем тума паракан пулнă. Унăн пурнăçĕ тĕпренех улшăннă. Вăл йĕркеллĕ юлташсемпе паллашса кайнă. И.Алексеев (Кив Вĕренер), Тихон Федоров, Михаил Квашнин, А.Федоров, Саша Балашов ун чи çывăх юлташĕсем пулса тăнă. Апрелĕн 16-мĕшĕнче шахта управленийĕн приказĕ тăрăх Германа маркшейдерсен уйрăмĕн съемщикĕ пулма çирĕплетнĕ. Кунта ĕçленĕ вăхăтра вăл шахтăри çĕр кăмрăкĕ кăларакан техникăпа, механизмсенче, рабочисем патне кайса вĕсен ĕçĕсемпе таччăн паллашнă. Çакăншăн ăна рабочисем хисепленĕ. «Манăн пурăнас килнĕçемĕн пурăнас килме пуçларĕ. Артем хули те, шахти те, унăн пур çыннисем те маншăн тăван пек туйăнма пуçларĕç», - çырнă вăл малалла. «Инженерсем, шахта руководителĕсем пулăшнипе, çав вăхăтрах хам та теорипе практика енĕпе нумай пĕлÿ пухнипе июль уйăхĕнче Сучанри сăрт-ту техникумне вĕренме кĕтĕм. Мĕнле пысăк савăнăç. Кам телленнĕ çав куна, кам шухăшланă». Августăн 1-мĕшĕнче ăна сăрт-ту ĕçĕсен мастерне лартнă.

«Эпĕ хамăн ĕмĕрте пурнăçра нихçан курман ырă та çутă кунсене курма пуçларăм, пурнăçăн ирĕк çулĕ çине тухрăм. Шахтăри хисеплĕ çынсен шутне кĕрсе ÿкрĕм».

1946 çулхи апрель уйăхĕнче çуралнă çĕршыва кайса курма тесе Германа отпуск параççĕ. Анчах унăн Приморьерен те, унăн çыннисенчен те уйрăласах килмен. «Апрелĕн 10-мĕшĕнче каçпа 6 сехет те 15 минутра эпĕ «Владивосток-Москва» поездпа Владивостокран тухса кайрăм. Вокзал перронĕ çинче мана Павел Николаевичпа Ольга Викторовна ăсатса ячĕç. Вĕсем куçран çухаличченех эпĕ алă сулса пытăм. Поезд малаллах кайрĕ. Часах лăпкă океанпа Приморье хули Владивосток куçран та çухалчĕ. Тепĕр ирхинех аслă Приморье çĕршывĕ хыçа тăрса та юлчĕ.

Сывă юл, Приморье!

Сывă юл, Владивосток, Артем!»

«Приморьене эпĕ тек лекеймерĕм», - тесе çырнă Герман Матвеевич каярахпа. «Анчах паян та аса илетĕп эпĕ унти чи ырă çынсене, нихçан манми хамăн воспитательсене. Яланах аса килет мана илемлĕ те пысăк хула Владивосток, хам ĕçлесе пурăннă çĕркăмрăк рудисен хули Артем. Приморьери йывăр вăхăтсем мана пурнăç тути-масине ăнлантарчĕç, ирĕклĕ те çутă çулпа илсе пычĕç, манран хĕрÿллĕ ĕç çынни турĕç. Тавтапуçах ман пурнăç çулĕ çинче тĕл пулма тÿр килнĕ ырă çынсене, унти шахта руководителĕсене, инженерсене, рабочисене, юлташсене».

Инçетри Çывăх туссене

«Аса илетĕп мухтаса», - тесе çырнă вăл 1955 çулхи декабрь уйăхĕнче хăйĕн дневникĕнче Тăвай районĕнчи «Ленинец» хаçат редакторĕнче ĕçленĕ чухне. Герман Матвеевпа пĕрле ÿснĕ юлташĕ Александр Кудрявцев 1950 çулхи майăн 11-мĕшĕнче çапла çырнă: «1941 çулхи июнь уйăхĕн пĕр кунĕнче, Герман ФЗО шкулне тухса каяс умĕн, эпĕ ун патĕнче пултăм. Эпир унпа вăл каякан çула карта çинче пăхса лартăмăр. Вăл кайрĕ. Анчах мана пĕрре те унпа нумай вăхăта уйрăлнă пек туйăнмарĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче хам та Совет çарне нимĕç захватчикĕсемпе çапăçма тухса кайрăм. Унпа эпир вăрçа хыççăн тин, 1948 çулхи хĕлле, эпĕ отпуска таврăнсан тĕл пултăмăр.

Эпир Германпа пĕрле выляса ÿснĕ. Вăл тĕрлĕрен вăйăсем шутласа кăларатчĕ. Йывăçран каскаласа автомашина, самолет, трактор моделĕсем тăватчĕ. Шкул çулне çитсен вĕренме те пĕрлех кайрăмăр7 1-мĕш класра пире Хĕрлĕçыр учителĕ Алексей Иванович Яртукин вĕрентнĕ. Герман аван вĕренетчĕ».

1944 çулхи февраль уйăхĕнче Александр Кудрявцев фронта тухса кайнă. Танк училищин курсĕсене вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вăл пĕрремĕш Белорусси фронтне лекет, 378-мĕш номерлĕ стрелковăй полкра автоматчик пулса çапăçать. Çĕнтерÿ кунне Берлинта кĕтсе илет. Шел пулин те, паянхи куна хăй пирĕн хушăра çук.

1950 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче ирхине 6 сехетре районти редакци алăкне такам шакканă. Герман Матвеев (вăл ун чухне «Хĕрлĕ ялавра» ĕçленĕ) тухса уçнă та умра салтак курăнса кайнă. Вăл Александр Кудрявцев старшина пулнă, вăрçă чарăнни 5 çул иртсен çартан киле таврăннă. Тикаш ялне таврăнсан А.Кудрявцев тăван колхозра учетчикре, ял совет секретарĕнче ĕçленĕ. Ялти фельдшер пункчĕн заведующийĕ Анна Анисимовнăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă, виçĕ хĕрача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

А.Кудрявцев «Çар Мухтавĕн III степеньлĕ» орденне, «Берлина илнĕшĕн», «Варшавана ирĕке кăларнăшăн», «Кенигсберга илнĕшĕн» тата ытти медальсене тивĕçнĕ.

Вăрçă çĕнтерÿпе вĕçленнĕ. Чылайăшĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Георгий Матвеевич тăшмана хирĕç пăшал-автоматпа тухман пулин те тылра ĕçлесе пархатарлă ĕç тунă. Ĕçпе пиçĕхнĕскер малашнехи кун-çулне те Тăван çĕршыв аталанăвĕшĕн панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика