АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿпе юрăçи Йăлтăр-йăлтăр

11 октября 2011 г.

Шыв çинче шевле вылять,

Сар хĕвелĕ ывăç-ывăç

Шевлине тăкать, кулать.

Ку вăл ăçти çĕршывра,

Пурнăçра е юмахра?

Юмахра мар, пурнăçра,

Ку вăл пирĕн таврара!

Яков Гаврилович Ухсай Пушкăртстан Республикин Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче 1911 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче çуралнă.

1925 çулта вăл Пишпÿлекри хресчен çамрăксен шкулĕнче, унтан Ĕпхÿри педагогика институчĕн хатĕрлев уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ. 1930-1933 çулсенче Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ университетра вĕреннĕ, студент чухнех «Коммунар» хаçата çырса тăнă. Чĕмпĕрти Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче поэт фронтра пулать. Совет Çарĕн паттăр воинĕсемпе пĕрле Атăл хĕрринчен Шпрее хули патне çити утса тухать.

Я.Ухсай çырнисем шухăшпа сăнар хăйне евĕрлĕхĕпе палăрса тăраççĕ. Вăл сăвăлла трагедипе сăвăлла роман жанрĕсене аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă.

Унăн «Кĕлпук мучи», «Çĕр», «Шурă хурăнпа калаçни», «Чапаевпа тĕл пулни», «Ача чухнехи çăлтăрăм» поэмисем, «Ту урлă çул», «Акăшкÿл» сăвăлла романĕсем, «Хура элчел», «Тутимĕр», «Шуйттан чури» трагедийĕсем Ухсай чăн-чăн сăмах ăсти пулнине туллин çирĕплетсе параççĕ.

Ухсай поэзийĕн тĕп геройĕ - чăваш тĕнчи, чăвашлăх, тăван çут çанталăк, тăван халăх, унăн кулленхи шăпи.

Тăван халăх, савнă халăх,

Чаплă кунсенче ялан

Ĕмĕр-ĕмĕр асăнмалăх

Чĕререн сана салам.

Ял-ял урлă, хир-хир урлă

Кайнă чух ăна паян

Итлесе шавлатăр улăх,

Каш-кашлатăр сĕм вăрман.

«Якку Ухсай - чăн-чăн халăх поэчĕ, пирĕн çĕршывăмăрăн нумай нациллĕ литературишĕн сумлă ят», - тенĕ Мустай Карим, Пушкăрт поэчĕ.

Поэт 1986 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Пушкăрт Республикинчи Слакпуç ялĕнче пытарнă, ун ячĕпе музей комплексĕ йĕркеленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика