АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул вĕçне утакан утса тухать

11 октября 2011 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.Медведев тата правительствăн премьер-министрĕ В.Путин ертсе пынипе юлашки çулсенче çамрăк çемьесене хваттерпе, уйрăм çуртсемпе тивĕçтересси пурнăçа анлăн кĕрсе пырать. Çакăнпа Республикăра та, пирĕн районта та усă кураççĕ.

Кивĕ Вăрмарта пурăнакан Юлия Васильевнапа Вячеслав Анатольевич Никитинсен çемйи яланах ĕçченлĕхпе, пултарулăхпа палăрса тăнă, тăраççĕ те. Пархатарлă çак енсене вĕсем икĕ ывăлĕпе хĕрне те парса пынă. Асли - Евгений - ялти çĕнĕ Çутă урамра мăшăрĕпе пĕрле икĕ хутлă çурт çĕклесе пурăнать. Алли-ури çыпăçуллăскер кĕске вăхăт хушшинчех хăйĕн тĕллевне пурнăçа кĕртме пултарчĕ. Шăллĕ, Андрей, пиччĕшĕнчен юлас темен, вăл та мăшăрĕпе капмар çĕнĕ çурт çĕклерĕ. Çамрăк çемьене патшалăх енчен пулăшу пани те витĕм кÿчĕ. Анчах пĕлетпĕр-çке - çул вĕçне утакан утса тухать. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУОра водитель пулса вăй хураканскер тăрăшулăхпа, ĕçе тĕплĕн пурнăçланипе палăрса тăрать. Виçĕ ача ашшĕ пулни те яваплăха туйма хистет.

Алена йăмăкĕ те пиччĕшĕсенчен юласшăн мар - ял çамрăкĕпе И.Борисовпа çемье çавăрнă май пиччĕшĕпе юнашарах çурт çĕклеме шут тытнă. Халĕ кунта хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. Эппин, çывăх вăхăтрах тепĕр капмар çурт çĕкленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика