07 октября 2011 г.
Эçпепе. Эпир, Эçпепере пурăнакан ватăсем, Ваттисен кунне уявлама ялти клуб çуртне 13 сехет тĕлне пуçтарăнтăмăр. Çак кун çанталăк ватă çынсене савăнтарас тесе пулас, хĕвеллĕ тăчĕ. Хушăран кăштах çил вĕрсе илни те ватăсен кăмăлне хуçмарĕ, вĕсем хавассăн малаллах утрĕç хăйсене ырă сунса кĕтекен вырăна. Кунта пире клуб заведующийĕ Г.Иванова ырă кăмăлпа кĕтсе илсе малалла иртсе ларма сĕнчĕ. Нумаях та кĕттермерĕç, уява йĕркелесе ертсе пыракан Т.Ивановапа Э.Захарова ватăсене уяв ячĕпе ăш-пиллĕн саламларĕç. Унтан райадминистрацийĕн организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов ватăсене уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ.
Малалла Кĕтеснер ял тăрăхĕн специалисчĕ А.Яковлева, ял тăрăхĕн депутачĕ А.Беспалова ватă çынсене çепĕç сăмахсем каласа савăнтарчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Федорова, хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ В.Яковлев ватăсене парнесем парса хавхалантарчĕç. Ялти шутлă çĕвĕç И.Федорова та айккинче тăрса юлмарĕ - ватăсене хăй çĕленĕ япаласем парса чыс турĕ. Эçпепе клубĕн çумĕнчи художествăлла пултарулăх ушкăнĕнчен йĕркеленĕ концерт пуçланчĕ. Концерта А.Скворцов, Г.Иванова ертсе пычĕç, вĕсем ватăсене тĕрлĕ илемлĕ, чуна пырса тивмелле юрăсемпе саламларĕç. 11 сехетре çак ушкăн Кĕтеснерти Культура çуртĕнче иртнĕ Ваттисен кунĕнче те концерт лартма ĕлкĕрнĕ иккен. Алла-аллăн тытăнса 50 çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене, Валентинапа Василий Федоровсене, Марийăпа Михаил Сорокинсене, илемлĕ юрă парнелерĕç.
Кунпа уяв вĕçленмерĕ, малалла ватăсене вĕри чейпе, ăшă кукăльпе, ури тайлас пек хатĕрленĕ сĕтел хушшинче хăналарĕç. Апатланнă вăхăтрах ĕлĕкхи юрăсене аса илсе юрларăмăр. Пысăк савăнăçпа савăнса çак çуртра ĕçлекен Г.Иванована, Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхне Л.Федорована, депутатсене, артистсене пире пысăк хисеп тунишĕн тав сăмахĕ каласа салантăмăр. Малалла та çаплах пултăрччĕ.
«Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен Вăрмарти комбинат» МУП. Тĕрлĕ çулсенче предприятире нумай çул хушши ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсене чысларĕç çак кун. Пурне те вĕсене Ю.Максимов директор ăшшăн саламларĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ятарласа телефонпа шăнкăравласа каланă салам сăмахĕсемпе паллаштарчĕ. Предприятин кун-çулĕ те кăсăклантарчĕ пухăннисене. Пĕр хушă пулнă йывăрлăхсем халĕ хыçа юлса пынине илтсен, вĕсем питĕ савăнчĕç. Унтан уяв сĕтелĕ хушшинче иртнине аса илчĕç. Юрий Анатольевич, юрлама ăстаскер, баянпа çепĕç кĕвĕсем шăрантарчĕ, Энĕшпуçĕнчен килнĕ М.Сытина пенсионерка та балалайкăпа юрăсем шăрантарчĕ. Пур ветеран та парнесене тивĕçрĕ.
Вăтакас. Сентябрĕн 30-мĕш кунĕнче ирттерме шутланă ватăсен кунне Вăл ял шкулĕнче иртрĕ. Чылай ватăсем пуçтарăнчĕç кунта. Мероприятие ирттерме спонсор пулса «Диана» киоск тытса тăракан М.Федорова пулăшрĕ. Н.Петровапа Н.Захарова тăрăшнипе кĕр сĕтелне апат-çимĕç, хитре чечексем лартса илемлетнĕ. Малтан ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Шуйский, унтан клуб заведующийĕ Н.Захарова ватăсене нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх, савăнăçлă кун-çулпа ĕмĕр вĕçне çитмелĕх телей сунчĕç. Л.Вазанова баянпа тĕрлĕ юрă-ташă кĕввисем парнелерĕ. Пĕчĕк концерт хатĕрленĕ. Уйрăмах Е.Йовдий уçă сассипе тĕлĕнтерчĕ. Пуçтарăнсан ватăсен калаçмалли тем чухлех. Ватăсене çакăн пек чыс тунăшăн, пурне те пысăк тав. Малалла та çаплах пуçтарасчĕ.
Т.НИМАКОВА.
Пинер - Пысăк Енккасси. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕнче шайĕнчи икĕ паллă уявпа - Ваттисен тата юрă-кĕвĕ кунĕсемпе палăрса тăрать. Икĕ пĕлтерĕшлĕ пулăмсене халалласа Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вĕренекенсем ял тăрăхĕнче пурăнакан ватă çынсене ялти Культура çуртĕнче чысларĕç, уяв концерĕ лартса пачĕç. Асаттепе асаннесене вĕсен ачалăх, çамрăклăх вăхăтĕнчи, хальхи юрăсемпе савăнтарчĕç. Çавăн пекех Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та савăнăçлă уяв иртрĕ. Пухăннисене, ветеран-учительсене кунта ĕçлекен педагогсен коллективĕпе шкул ачисем хаваслă юрăсемпе, чечексемпе кĕтсе илчĕç. Ватлăхра нухрат мар, хисеп туни кирлĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ çакă пулчĕ те ĕнтĕ.
Т.ГАВРИЛОВА, музыка вĕрентекенĕ.
Кивĕ Вăрмар. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Ваттисен кунне кашни çулах октябрĕн 1-мĕшĕнче уявлаççĕ. Кăçал вара сентябрĕн 30-мĕшĕнче Кивĕ Вăрмарти вăтам шкула тивĕçлĕ канăва тухнă учитель-ветерансемпе ялти аслă ăру çыннисем пуçтарăнчĕç. Çак кун çанталăкĕ те ятарласа ватă çынсем валлиех ăшă та тÿлек пулчĕ, çумăр та чăрмантармарĕ. «Ырăлăх чуна ăшăтать», - тесе ахальтен каламан ваттисем. Çапла чуна ăшăтакан ырă туйăмсемпе, сĕтел тулли тутлă апат-çимĕçпе, ытармалла мар илемлĕ хитре чечек çыххисемпе, çепĕç те савăк кăмăлпа кĕтсе илчĕç ватă çынсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики акеционерсен уçă обществин профком председателĕ Г.Петров, шкул директорĕ С.Антонов тата учительсемпе ял администрацийĕн ĕçченĕсем.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов уява пухăннă тивĕçлĕ канури ватăсене çулталăк хушшинче ял тăрăхĕн администрацийĕ пуçтарнипе тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ, çитес вăхăтра пурнăçламалли чылай ĕçсене те палăртрĕ. Ялти ватăсем администраци ĕçĕпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç. «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинчи профком председателĕ Г.Петров та фабрикăра ĕçлекенсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, малашнехи умра тăракан ĕçсем пирки те чарăнса тăчĕ. Шкул директорĕ С.Антонов та шкул ял пуласлăхĕ пулнине палăртса шкулта вĕренекен ачасем валли условисем те тума тăрăшнине каларĕ. Вĕсем уява пуçтарăннисене Ваттисен кунĕ ячĕпе пĕтĕм кăмăлтан саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, çывăх çынсен, ачусен тата мăнуксен юратăвĕпе чун ăшшине туйма ырлăхпа телей сунчĕç.
Уява илем кÿрекенсем шкулта вĕренекен ачасемпе «Мерчен» фольклор ушкăнĕн артисчĕсем пулчĕç. Вĕсем юрланă юрăсене ватă çынсем пĕтĕм тулли кăмăлтан итлесе савăнчĕç, юрă-ташă ăстисене пултарулăхĕшĕн тав туса алă çупса саламларĕç. Концерт хыççăн пурте уяв сĕтелĕ хушшине ларса вĕри чейпе, тутлă кукăльпе тата тĕрлĕ кĕрхи апат-çимĕçпе сăйланчĕç. Уява çакăн пек йĕркелесе ирттернĕшĕн, ăшă кăмăл парнеленĕшĕн пурне те чунтан тав туса ватăсем тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕç.
Е. СИЛЕРОВА, 7-мĕш класра вĕренекен.
Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿссе Кивĕ Вăрмар каччипе мăшăрланса çак ялта тĕпленсе пурăнса ватăлтăм. Кивĕ Вăрмар ялĕ - пысăк та илемлĕ. Çыннисем хастар, ырă кăмăллă, тараватлă. Культура шайĕ те пысăк кунта.
Вăхăт шăвать. Çитмĕле çитрĕм. Халĕ ĕнтĕ мăнуксем те пĕрин хыççăн тепри çитĕнсе пыраççĕ, анчах тăван ялшăн çав-çавах тунсăхлатăп. Сывлăхран чылай йăвашлантăм пулин те мана кăçал тăван ялта Ваттисен кунне ирттернĕ çĕре хутшăнма май туса пачĕç. Хам çÿрейместăп пулин те, мана пысăк хăна пекех йышăнчĕç Пысăкенккассисем. Пĕтĕм кăмăлтан сăйларĕç, ырă сăмахсем каларĕç. Кăмăлăм хуçăласса пĕлсе хамăн калас сăмахсене хут çине çырса хунăччĕ. Тĕрĕсех килсе тухрĕ. Сăмах парсанах йĕрсе ятăм. Чылайччен лăпланаймарăм. Манăн калас сăмахăмсене Культура çурчĕн директорĕ Н.Гаврилов вуласа пачĕ. Манăн кучченеçсене те культура работникĕсем салатрĕç. Парнесене те вĕсенех партартăм. Ял çыннисем манпа çав тери ырă кăмăллă пулни вĕсем те мана манманнине çирĕплетсе пачĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Смирнов, ĕç ветеранĕсен совечĕн председателĕ Л.Яковлева, культура работникĕсем Н.Гавриловпа Н.Никонорова, юлташăм Галя, Зоя аппа, Зинаида Гавриловна, тăванăмсем уйрăммăн саламларĕç мана. Ял çыннисем те ырă сăмахсем каларĕç. Апла пулсан мана манман, манмаççĕ, манас та çук. Эпĕ те нихăçан та манмăп. Ваттисен кунĕпе хатĕрленĕ уяв çÿлти шайра иртрĕ. Культура ĕçченĕсен тÿпи те пысăк пулчĕ, лайăх хатĕрленсе ирттерсе ячĕç. Вĕсен ĕçĕсене хак пама ыйтнă пулсан эпĕ «5» паллă парăттăм. Ваттисене кĕтсе илсе, хăналаса, ăшă сăмахсем каласа ăсатрĕç. Концерт та пурне те килĕшрĕ. Маншăн çак кун нихăçан та асăмран тухас çук. Пурне те тав тăватăп. Сывлăх пултăр.
А. ФЕДОРОВА.
Мăнçырма. Аслă ăру çыннисемшĕн тăрăшасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ Мăнçырма ял тăрăхĕн администрацийĕпе ялти культура çуртĕнче тата библиотекăра ĕçлекенсем. Ваттисен кунне ирттерме вĕсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Пĕр-пĕринчен инçерех пурăнакан, пĕр-пĕрне час-часах курма май килмен çынсемшĕн чăн-чăн савăнăç: каласа памалли, ыйтса пĕлмелли вĕсен темĕн чухлех.
Уява йĕркелесе ертсе пыраканĕсем - Культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Л.Романовапа библиотекăра ĕçлекен А.Архипова. Тĕрĕллĕ чăваш кĕпи тăхăннă, уçă та янăравлă саслă, сцена çинче хăйсене тытма пĕлекенскерсем çине пĕрре пăхсанах Пысăк театр залĕнче ларнă пекех туйăнса каять. Мĕн чухлĕ ăшă сăмах, мĕн чухлĕ тав сăмахĕ, ватă çынсем хăйсен ĕç çулĕсенче туса ирттернĕ ырă ĕçсем çинчен илтмерĕç пулĕ культура çуртне пухăннă çынсем.
Залра ларакансене чи малтан ялти шкул директорĕ, ял тăрăхĕн депутачĕ В.Николаев саламларĕ, ялта туса ирттернĕ тата умра тăракан ĕçсемпе паллаштарчĕ.
Уяв концерчĕн программи питĕ пуян. Пĕрремĕш класа çÿрекен шкул ачисенчен пуçласа атте-анне ятне илтнĕ ÿсĕмри çынсем хăйсен пултарулăхĕпе нумайччен савăнтарчĕç. Шкула çÿрекен пĕр тăван Казаковасемпе Романовасене кашни концентрах хапăл туса йышăнаççĕ куракансем. 9-мĕш класа çÿрекен Л.Сабитовапа В.Митрофанова - концерта илем кÿрекенсем, вăйă картинчи пек каласан, «юрă пуçлаканĕсем». Шкул ачисене юрлама хавхалантарса пыраканĕ - Д.Белова музыка учителĕ.
Виçĕ пĕр тăван (Л.Романова, Г.Павлова, С.Казакова) пĕрле те, уйрăмшарăн та юрласа куракансене чунтан савăнтарчĕç.
- Шупашкарти театр сцени çинчи артистсенчен пĕрре те кая мар, - тенине илтме пулчĕ вĕсем сцена çине кашни тухмассерен.
Л.Петров хăй юлашки вăхăтра çырнă тата кĕвĕленĕ юррисемпе паллаштарчĕ. Пурин чунне те уçса яраканни вара зала пухăннă çынсем çамрăк чухне юрланă юрăсене пĕрле шăрантарни пулчĕ.
Уяв концерчĕ хыççăн пухăннисен шăкăл-шăкăл калаçса малалла сĕтел хушшинче тăсăлчĕ. Ветерансен совечĕн председателĕ А.Александрова, хĕрарăмсен совечĕн председателĕ, Мăнçырма ял тăрăхĕн депутачĕ З.Илларионова, пенсионерсен союзĕн председателĕ Ю.Казакова Ваттисен кунĕ ячĕпе саламларĕç. А.Данилова балалайка каласа юрлаттарса ваттисен хушшинчи концерта малалла тăсрĕ.
З.ИЛЛАРИОНОВА.
Социаллă хÿтлĕх центрĕ. Çын пурнăçĕ пĕрре çеç килет. Вăхăт иртнĕçемĕн пурте ватăлатпăр. Пурнăç йĕрки кал-кал çаврăнса пырсан, ватлăх хÿтлĕхсĕр пулмалла мар та... Ĕмĕрĕпе ĕçлесе ватлăхра нушасăр пурăнма пурлăх пухмалла, хăвна пăхма ывăл-хĕр, мăнуксем ÿстермелле. Шухăшланипех йĕркеленсе пымасть çав пурнăç. Кашнийĕн шăпи тĕрлĕрен килсе тухать.
Вăрмарти социаллă ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекен центрăн хÿтлĕхĕнче тăракан ватăсене тата сусăрланнă çынсене хисеплесе районти тĕрлĕ организацисем, предприятисем айккинче тăрса юлмарĕç. «Вăрмарти çăкăр завочĕ» (Л.Лукин), «Ресурсы» агрофирма (С.Дмитриев), «Уют» тулли мар яваплă общество (И.Федоров), И.Афиногенов, Э.Иванова, В.Енькова, Г.Семенова, В.Сергеев, Р.Хованская, Н.Егорова, Г.Голубев, Ю.Федоров, В.Твердов, Л.Порфирьева, Т.Данилова, И.Егорова предпринимательсем тĕрлĕ таварсемпе, укçан пулăшрĕç.
Е.ПАВЛОВА, социаллă ĕçчен.