АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста алăшăн пĕтĕм ĕç çăмăл

07 октября 2011 г.

Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Галина Александровна Солостей хăй ĕмĕрĕнче тĕрлеме вĕренесси çинчен тĕлленмен те, çамрăклах ĕçе хăнăхнăскер тивĕçлĕ канăва тухсан ал ĕçĕпе аппаланма тытăннă. Паянхи кун вăл чăн-чăн ăста пулса тăнă. Ахальтен мар Галина Александровна кăçал Шупашкарта иртнĕ «Çĕр пин тĕрĕ тĕнчинче» республика конкурсне хутшăнма тивĕç пулнă, унăн ĕçне паллă чăваш тĕрĕçи Евгения Жачева хакланă, конкурсран ăстаçă дипломпа таврăннă.

Г.Солостей 1950 çулта Энĕшпуçĕнче çуралнă, ялти шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти коопераци техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. 15 çул вăл Томск хулинче суту-илÿ ĕçĕнче таваровед пулса ĕçленĕ, 1983 çулта тăван тăрăха таврăнсан поселокри «Детский мир» лавккара, комисси магазинĕнче тăрăшнă. 1989 çулта ялти лавккара ĕçлеме тытăннă, унта вăл 2007 çулчченех вăй хунă.

Галина Александровна, 40 çул суту-илÿ сферинче ĕçленĕскер, тивĕçлĕ канăва тухсан ахаль ларма пултарайман - тĕрлĕ ал ĕçĕсем тума тытăннă. Алсиш-нуски çыхни çеç çырлахтарман ăна (ку ăсталăха вăл çамрăк чухнех алла илнĕ), урăх ĕçпе аппаланас килнĕ. Çынсем мĕн тунине сăнама тытăннă, пурна-киле вĕсенчен тăхапа (крючокпа) тата йĕпсепе çыхма, вĕт шăрçапа (бисер) эрешсем тума, тĕрлеме вĕренсе çитнĕ. Хăй аллипе тунă пĕрремĕш пысăк ĕç вăл - диван çине сармалли кавир. Паянхи кун та пÿрте илем кÿрет вăл. Стена çине çакмалли кавирсем, вырăн çине сармалли витĕнчĕксем - тĕрлесе тунă япаласем. Пысăк пулнăран вĕсемпе чылай лармалла, кашнине çулталăк хушши тĕрлемелле. Галина Александровна кофтăсем, жилетсем, тутăрсем, шарфсем, пуçа тăхăнмаллисем çыхать, йĕпсемпе ытти япаласем те çыхма пулать: хăлха çакки, мăй çыххи, енчĕксем. Çыхнă тум-тире çынсем ытларах килĕштереççĕ, çавăнпа унăн саккассем те чылай. Ялта нумайăшĕ вăл çыхнă япаласене тăхăнса çÿрет, унпа усă курать.

Ăста хĕрарăм чăваш тумĕсемпе ал шăллийĕсене тĕрĕсемпе илемлетет, хĕреслĕ тĕрлесе тĕрлĕрен ÿкерчĕксем, портретсем хатĕрлет. Çакăн евĕрлисем ун килĕнче сахал мар, стена çинче çакăнса тăракан чĕр чунсен, чечексен, çут çанталăк сăнĕсем чĕрĕ пекех курăнаççĕ. Çавăнпах пулĕ Галина Александровна ялти Культура çурчĕ çумĕнчи тĕрĕ кружокне ертсе пырать, çамрăксене тĕрĕ вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать.

Вĕтĕ шăрçапа эрешсем тума Галина Александровна темиçе çул каялла кăна тытăннă, ăна çак ăсталăха хăйсен ялĕнче пурăнакан А.Николаева вĕрентнĕ. Чылай ĕç тума та ĕлкĕрнĕ маттур хĕрарăм, паянхи кун пÿрт ăшне илем кÿреççĕ вĕсем. «Симĕс кĕтесри» шăрçаран ăсталанă чечек çыххисем, кăшăлсем илĕртÿллĕн курăнса лараççĕ, хăвна чăн-чăн çуллахи çаран çинчи пекех туятăн вĕсене курсан. Çемйи те питĕ пултаруллă, пурте ал ĕç тума ăста. Хĕрĕ, Елена, амăшĕ пекех тăхапа тата йĕпсепе çыхать, вĕтĕ шăрçапа та эрешсем тăвать. Аслă мăнукĕ Настя хăйне валли шарфсем, жилетсем ăсталать. Катя, çемьере кĕçĕнни пулин те, вĕсенчен юлмасть, пĕчĕк япаласем çыхать, шăрçапа ĕçлеме хăнăхать. Галина Александровнан Гена кĕрÿшĕ йывăçран илемлĕ сĕтел-пукан, алăксем, рамăсем касса хатĕрлет.

Çемье мастерскойĕ йĕркеленнĕ кунта. Тĕрлĕ уявсемпе куравсене хутшăнса хăйсен ал ĕçĕсемпе паллаштараççĕ, унтан дипломсемпе, тав хучĕсемпе таврăнаççĕ. Ялти Культура çурчĕн директорĕ О.Яковлева та мухтать Г.Солостей çемйине, вĕсем халăхăн ырă йăли-йĕркине упракансем тесе калать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика