07 октября 2011 г.
Çултан çул ача çураласси ÿссе пыни çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Патшалăх вара икĕ е ытларах ача çуратнă амăшĕсене пулăшать - вĕсем çемье капиталĕн сертификатне тивĕçеççĕ. Унпа пÿрт-çурт условийĕсене лайăхлатма, ачисене вĕрентме, кредитшăн тÿлесе татма май пур. Паянхи куна кăçал пирĕн районта амăшĕн çемье капиталĕн сертификатне 107 çын илнĕ.
Çак кунсенче РФ пенси фончĕн районти управленийĕнче пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртрĕ: икĕ е виçĕ ача çуратнă амăшĕсене çемье капиталĕн сертификатне пачĕç. Ăна Кивĕ Вăрмар ялĕнчи С.Лусникова, поселокра пурăнакан М.Матвеевапа Н.Девятова, Ямпайри Е.Антонова, Кĕтеснерти М.Васильева, Чулкасри А.Уливанова, Çĕнĕ Мăнтăрти С.Артемьева (вĕсем пурте иккĕмĕш ача çуратнă), Пинерте пурăнакан О.Семеновапа поселокри Т.Михайлова виççĕмĕш ачашăн тата Арапуçĕнчи Е.Краснова тăваттăмĕш ачашăн тивĕçрĕç. Çак савăнăçлă пулăмпа вĕсене район пуçлăхĕ В.Павлов тата Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Г.Усков саламларĕç.