АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас пенси пирки паянах шухăшламалла

07 октября 2011 г.

Пенсин патшалăх софинансированийĕн (хушма укçан) программи - пулас пенсие патшалăх укçа-тенкĕпе пулăшнипе ÿстерме май паракан пĕртен-пĕр меслет. Гражданин унăн пухăнса пыракан пайне хăй ирĕкĕпе çулталăкра 2 пин тенкĕрен 12 пин таран куçарать пулсан, патшалăх та унăн харпăр хăй счетне çак сумма чухлех пуянлатать.

Эсир çулталăкра 2 пин тенкĕ куçарнă пулсан - патшалăх та çавăн чухлех хушать. Çапла вара Пенси фондĕнчи счетăр çине 4 пин тенкĕ пырса кĕрет. Çулталăкра 12 пин тенкĕ хушма взнос хыватăр пулсан - патшалăх тепĕр 12 пин куçарать. Счетра 24 пин тенкĕ пухăнать. Çулталăкра 12 пин тенкĕрен ытларах та тÿлеме пултаратăр - патшалăх взносĕ вара 12 пинпе чикĕленет. Эсир 15 пин тенкĕ куçарнă пулсан, патшалăх 12 пин куçарать. Счетăрта 27 пин тенкĕ шутланать. Çак программăна хутшăнас тесен Пенси фончĕн районти управленине пырса заявлени çырмалла. Çумра паспорт тата пенси страхованийĕн свидетельстви пулмалла.

Пенсин патшалăх софинансированин (хушма укçа) программине 2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен йышăннă. Унăн вăхăчĕ - гражданин пĕрремĕш тÿлеве хывнă тапхăртан 10 çула тăсăлать.

Ятарлă пенси страхованийĕн тытăнĕнче шутлакансем пурте - Раççейĕн мĕн пур гражданинĕ - хăш ÿсĕмрине пăхмасăр - унта хутшăнма пултараççĕ. Ятарлă пенси страхованийĕн свидетельстви пур пулсан сире ку тытăмра регистрациленĕ. Çын хăйĕн взносĕн суммине кирек хăш вăхăтра палăртма та, улăштарма та, тÿлеве пăрахăçлама е тепĕр хут çĕнетме те пултарать.

Çакна каласа хăвармалла: енчен те программăна суйласа илнĕ çын пенси ÿсĕмне çитиччен пурнăçран уйрăлнă пулсан вăл тÿленĕ тата уншăн ĕçпе тивĕçтерекен хывнă суммăна, патшалăх куçарнă укçана тата вĕсене инвестициленипе пухăннă тупăша правопреемниксем илме пултараççĕ. Ăна тивĕçме вĕсен РФ Пенси фончĕн районти управленине (вилнĕ çыннăн укçи унта пулсан) çывăх тăванĕ пурнăçран уйрăлнăранпа ултă уйăх иртиччен каймалла. Срок иртнĕ пулсан ыйтăва судра татса пама тивет. Кирек епле интереслентерекен ыйтусем çине хуравсем Раççей Пенси фончĕн ятарлă консультаци центрĕнче талăкĕпе тÿлевсĕр 8-800-505-55-55 номерлĕ телефонпа ыйтса пĕлме пултаратăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика