АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăхĕ: 9 уйăхри цифрăсем

07 октября 2011 г.

Кăçал районта ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тĕш тырăпа пăрçа йышши культурисене 15803 гектар çинче акса хăварнă, ку - иртнĕ çулхипе танлаштарсан -106 процент. Çĕр улми лаптăкĕ 1442 гектар йышăннă, пĕлтĕрхинчен 10,9 процент ытларах, пахча çимĕç культурисене вара 66 гектар çинче çитĕнтернĕ, ку 2010 çулхипе танлаштарсан 2 хут ытларах. Шел пулин те, июнь уйăхĕ çумăрлă пулнăран çĕр айĕнчи нÿрĕклĕх чылай ÿснĕ, çавна пула 77,5 гектар çинче çĕр улми, 1 гектар çинче кишĕр çĕрсе пĕтнĕ. Июлĕн 8-мĕшĕнчи пăрлă çумăр та çухатусем кÿнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 854 гектар йышăнакан лаптăкра çитĕнекен тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене выльăх апачĕ çитĕнтерекен категорине куçарнă. Çĕр улмипе пахча çимĕç культурисен лаптăкĕ те чакнă. Апла пулин те, тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене 40465 тонна çапса тĕшĕленĕ, 1 гектартан бункер виçипе илнĕ тухăç 27,1 центнерпа танлашнă. 20 гектар çинче çитĕнекен хăмлана 324 центнер пухса илнĕ. «Симĕс ылтăнăн» пĕр гектартан илнĕ вăтам тухăç 16,2 центнерпа танлашнă. Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче пур шайри хуçалăхсенче 2310 тонна аш-какай, 6005 пин штук çăмарта туса илнĕ. Пур категориллĕ хуçалăхсенче 10127 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать, пĕлтĕрхинчен 1056 пуç ытларах, сыснасен йышĕ 11303 пуçа, кайăк-кĕшĕк шучĕ 175485 пин пуçа çитнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика