АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕплĕн тĕрĕслеççĕ

07 октября 2011 г.

Декабрĕн 4-мĕшĕнчи суйлава хутшăнма ирĕк пур партисем хăйсен конференцийĕсенче Патшалăх Думипе Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсен хушамачĕсене тĕплĕ тишкерсе çирĕплетнĕ.

Парти списокĕпе каякансен тата пĕр мандатлă суйлав округĕсемпе суйланакансен списокĕсене Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссине октябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне хальлĕхе партисен регионти тăватă уйрăмĕ çитернĕ. Вĕсен йышĕнче - «Раççей патриочĕсем», «Раççей Федерацийĕнчи коммунистсен партийĕ», «Яблоко» Раççейри пĕрлештернĕ демократи партийĕ», «Раççейри либерал-демократи партийĕ». Ытти партин регионти виçĕ уйрăмĕ асăннă кун тĕлне хăйсен докуменчĕсене ТСКна çитереймен. ТСК сĕннипе малтанхи тăватă партин кандидачĕсем çинчен калакан хутсен чăнлăхĕпе тĕрĕслĕхне, патшалăхăн тивĕçлĕ органĕсем тĕпчеççĕ. Депутат мандачĕшĕн кĕрешекенĕн пурлăхне, тупăшне, биографине, гражданлăхне тата судпа айăпланнине е таса пулнине тĕрĕслеççĕ.

ТСК çавăн пекех суйлава хатĕрленсе 1176 суйлав комиссийĕ туса хунă.

Октябрĕн 5-мĕшĕнче «Единая Россия», политика партийĕн Чăваш ренион уйрăмĕ ЧР пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашне парти списокĕпе тата пĕр мандатлă суйлав округĕпе суйланакан кандидатсен списокĕсене Тĕп суйлав комиссине çитернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика