07 октября 2011 г.
ЧР Президенчĕ М.Игнатьев «Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас енĕпе çамрăк çемьесене патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пуснă. Халĕ кашни çамрăк çемьен, вĕсем экономикăн тĕрлĕ отраслĕнче тата бюджет сферинче ĕçлеççĕ пулсан, хăйĕн çуртне тума тата хваттер туянма май пулать.
Çамрăк çемьесем Раççей Перекет банкĕн кредичĕпе (çулталăкне 5,5 - 7 процент тÿлемелле) усă курма пултараççĕ. Кăçалхи март уйăхĕнче ЧР Президенчĕ М.Игнатьев тата «Раççей Перекет банкĕ» АУО Президенчĕ Г.Греф килĕшĕве алă пусса çирĕплетнипе çапла тума май килнĕ.
Указпа килĕшÿллĕн çамрăк çемьесем ипотека кредитне çурт-йĕр туянма е тума ярса кредит килĕшĕвне тунă кунран пуçласа 10 çул таранччен тăкаксен пĕр пайне республика бюджетĕнчен саплаштарма (çулталăкне - 4 процент) палăртса хăварнă.
Указа пурнăçласа çитес 3 çулта 6500 мăшăр пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пултарать.