04 октября 2011 г.
Çын чирлесен васкавлă пулăшу чĕнетпĕр. Выльăх чирлесен эпир, Энĕшпуç ялĕнче пурăнакансем, выльăх тухтăрĕ Л.Щукина патне чупатпăр.
Людмила Васильевна пĕр тăхтаса тăмасăр, пĕр ял вĕçĕнчен тепĕр ял вĕçне пырса выльăха васкавлă пулăшу парать. Выльăхăн чĕлхи çук - мĕн ыратнине калаймасть. Çапах та Людмила Васильевна хăйĕн тимлĕхĕпе, тăрăшнипе, нумай çул выльăхсемпе ĕçлесе пурăннипе тĕрĕс пулăшу парса, чирлĕ выльăхсене вилĕмрен çăлса хăварни сахал мар. Вăл ир те, каç та ÿркенмесĕр тĕрĕс пулăшса пирĕн выльăха ура çине тăратрĕ.
Çавăнпа та сире, Людмила Васильевна, тайма пуç, ĕçре ăнăçу, çемьере телейпе тату, ырлăх-сывлăх сунатпăр. Ĕлĕкренех чăвашсем ĕне çур пурнăç тенĕ. Çак каларăш паян кун та манăçа тухман, ĕне пире тăрантарать, хушма укçа-тенкĕ илме те пулăшать.