АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă çыхăну çирĕпленсе пырать

04 октября 2011 г.

Районти чылай предприятисемпе организацисем, ял хуçалăх производство кооперативĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, уйрăм çынсем Росгосстрах компанипе алла аллăн тытăнса ĕçлеççĕ. Вĕсен пулăшăвĕпе туллин усă кураççĕ, Росгосстрах компани ячĕпе ырă сăмахсем калаççĕ.

«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ Николай Петрович Петров:

- Росгосстрах компанин Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕпе пирĕн фабрика чылай çулранпа тачă çыхăнура ĕçлет. Общество пурлăхне, ял хуçалăх техникине, оборудованисене, ĕçлекенсене тĕрлĕ инкек-синкекрен эпир çак компанире страхлатпăр. Вăл сĕнекен ытти страхованин тĕсĕсемпе те малашлăхра страхлама палăртатпăр. Росгосстрах компанине малашне те пысăк ÿсĕмсем тума сунатпăр.

Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ Сергей Николаевич Харитонов:

- Росгосстрах компани Раççей страхлакан рынокĕнче 90 çул хăйĕн ятне çÿллĕ шайра тытса тăрать. Çакăнта кунта тăрăшса вăй хуракан агентсен, менеджерсен тата ытти яваплă çынсен тÿпи пысăк. Пысăк хăватпа ĕçлекен коллектив паян ÿсĕмсен çулĕпе пырать. Вăл страхлакансен чĕрисенче шанчăклăх, ĕненÿ туйăмĕ çуратать. Эпир те, райпо системинче ĕçлекенсем, Росгосстрах компанине шанатпăр, пĕрле алла-аллăн тытăнса ĕçлетпĕр.

Уйрăм çын предприниматель Вера Михайловна Енькова.

- Аталаннă çĕршывра наци экономикин тĕревĕ - вак тата вăтам бизнес шутланать. Предпринимательлĕх аталанăвĕ район экономикине тĕрев парать. Росгосстрах компанипе эпĕ яланах туслă çыхăнура. Кунта куçман пурлăха, автомашинăсене страхлатăп. Çыншăн чи хакли вăл - пурнăç. Çавăнпа та «Росгосстрах-Жизнь» страхлакан тĕспе çемйипех хамăрăн пурнăçа тĕрлĕ инкек-синкекрен страхлатпăр. Кунта ĕçлекен менеджерсем, уйрăм пуçлăхĕ И.Алексеева мана яланах тараватлăн кĕтсе илеççĕ, пур ыйтăва туллин тивĕçтереççĕ. Росгосстрах компанине малашне те ăнăçу сунатăп.

Чупай ялĕнче пурăнакан, тивĕçлĕ канăва тухнă Раиса Павловна Павлова:

- Сыхланакана Турă сыхлать, теççĕ. Çавăнпа та кил-çурта страхланинчен ырри нимĕн те çук. Росгосстрах компанире эпĕ çурт-йĕре, шалти пурлăха, хуралтăсене 1956 çултанпа кашни çул пĕр сиктермесĕр страхлатăп. Вăл маншăн чи шанăçлă компани тесе шутлатăп. Çавăнпа та ыттисене çакăнтах страхлама сĕнетĕп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика