АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьесем - республика слетĕнче

04 октября 2011 г.

Усрава илнĕ çемьесенчи тăванлăх çыхăнăвне çирĕплетес, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене çемьесене вырнаçтарас проблема çине тимлĕх уйăрас тĕллевпе Çĕнĕ Шупашкарти «А.Андрианов ячĕллĕ çамрăксемпе ачасен пултарулăхĕн аталану центрĕ» хушма пĕлÿ паракан муниципаллă вĕрентÿ учрежденинче усрава илнĕ çемьесен республика слечĕ иртнĕ. Слета ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова уçнă. Çемьесем умĕнче ЧР ача прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ А.Андреев, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ В.Матвеев тухса калаçнă. Çавăн пекех слета усрава илнĕ çемьесемпе ĕçлекен центр ертÿçи Е.Гаврилова, А.Андрианов ячĕллĕ çамрăксемпе ачасен пултарулăхĕн аталану центрĕн директорĕн çумĕ Н.Захарова, районти опекăпа попечительство енĕпе ĕçлекен специалисчĕсем хутшăннă. Пирĕн районтан республика слетĕнче Л.Симушкина усрава илнĕ Снежана хĕрĕпе, Л.Григорьева Татьяна, Александр тата Анастасия ачисемпе пулнă. Вĕсем тĕрлĕ конкурссене: Татьянăпа Александр спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă, Анастасия ÿкерес енĕпе палăрнă, Снежана психологи тренингне хутшăннă. Слет вăхăтĕнче курав залĕнче тата «Астăвăм» музейра пулса курнă. Куравра хăйсен творчествăлла ĕçĕсемпе паллаштарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика