АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр тикĕсленĕ

04 октября 2011 г.

Автомобиль çулĕсем туни ялсенче пурăнакансене сывлăх сыхлавĕпе вĕренÿ, культурăпа йăла учрежденийĕсем паракан пулăшупа усă курассине лайăхлатма май парать, ачасене никĕс шкулсене хăрушсăрлăх тата шанчăклăн турттармалли майсемпе тивĕçтерет, пассажирсем турттаракан автотранспортăн çĕнĕ маршручĕсене уçма, ял хуçалăх продукцине турттарма условисем туса парать.

Çÿлти Кинчертен Вăтакаса çитме икĕ çухрăма яхăн, анчах унта асфальтлă çул мар. Çавăнпа та район администрацийĕ тăрăшнипе икĕ ял хушшинче автоçул тума пуçланă. Çак ĕçе пурнăçлама кăçал район бюджетĕнчен 3 миллион та 231 пин тенкĕ уйăрнă.

Нумаях пулмасть райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ-строительство тата обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕ А.Тихонов, строительство пайĕн тĕп архитекторĕ Н.Иванова, Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Шуйский, «Вăтам Энĕш» хуçалăх ертÿçи П.Крылов асăннă объекта çитсе курчĕç, «Воддорстрой» тулли мар яваплă общество строительство ĕçĕсене мĕнле пурнăçланипе паллашрĕç. Асăннă обществăн планпа техника пайĕн начальникĕ А.Алексеев мĕнле-мĕнле ĕçсем туни çинчен каласа пачĕ. Хальхи вăхăтра кунта çĕр ĕçĕсем тунă, хăйăрпа вак чул сарнă, 288 метр тăршшĕ асфальт хывнă, кирлĕ çĕрте анмалли, улăхмалли вырăнсене хăпартнă, шыв юхмалли пăрăхсем вырнаçтарнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче А.Тихонов çул хĕррине йĕркелеме, анмалли вырăнсене майлама тата ытти тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтермелли çинчен асăрхаттарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика