09 сентября 2011 г.
Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен Вăрмар районĕнчи центрăн ĕçченĕсем: килте социаллă пулăшу паракан уйрăм заведующийĕ - Н.Александрова, васкавлă социаллă пулăшу паракан уйрăм заведующийĕ - Н.Скворцова тата çак уйрăм специалисчĕ - А.Иванова «Ырă ĕçсен» кружокне çÿрекенсемпе пĕрле Саруй ялĕнче пурăнакан Герасимовсен çемйине çитсе килчĕç.
Кил тавра кашлать пахча,
Чĕр кавир пек туйăнать.
Ÿстереççĕ мăшăрсем
Кишĕр, чĕкĕнтĕр, хăмла.
Купăста та çĕр улмийĕ
Ешереççĕ ăмăртса.
Вĕсем пĕртте ывăнман
Çумласа та шăварса.
Çак сăвăри йĕркесене Герасимовсен çемйине халалласа çырнăнах туйăнать. Анфиса Михайловнапа Валерий Герасимович 80 çултан иртнĕ пулсан та ĕçлемесĕр пĕр кун та лармаççĕ: пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ. Пахчине тухсассăн тĕрлĕ улма-çырла йывăççисен çимĕçĕсем куçа илĕртеççĕ. Пахча çимĕçĕ вара вĕсен кăçал питĕ ăнса пулнă. Эпир пынă чухне мăшăрсем пахчара тăрăшсах çĕр улми кăларатчĕç. Вĕсене кăштах канса илме сĕнтĕмĕр, çав вăхăтра вĕсем хăйсен ачалăхне, çамрăклăхне аса илсе каласа пачĕç.
Анфиса Михайловна 1931 çулхи августăн 2-мĕшĕнче Хуруй ялĕнче çуралса ÿснĕ, пĕр тăвансем 4 хĕр пурăнаççĕ. Анфиса аппа 7 класс вĕренсе пĕтерсен колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. 1950 çулта вăл Юдино станцие чукун çул çине ĕçлеме тухса кайнă. Çакăнта вăл пулас мăшăрĕпе, Саруй каччипе, Валерий Герасимович Герасимовпа, паллашать.
Валерий Герасимович Саруй ялĕнче 1928 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çемьере 1 ывăл та 3 хĕр çитĕннĕ. Çамрăксем 1954 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче çемье çавăраççĕ. Вĕсем Саруй ялĕнче çĕнĕ çурт лартса тĕпленеççĕ.
Анфиса аппа колхозра хăмла пахчинче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă, Валери пичче вара - платникре. Мăшăрсем «Ĕç ветеранĕ» ята илме тивĕçлĕ пулнă. Герасимовсем 5 ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă: Раиса, Николай, Анатолий, Юрий тата Марина. Ачисем пурте çемьеленсе Шупашкар хулинче пурăнаççĕ. Ашшĕ-амăшне манса каймаççĕ, килсе пулăшсах тăраççĕ.
Мăшăрсем пурнăçри темле йывăрлăха та пĕрле чăтса ирттереççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе алла-алăн тытăнса 57 çул пĕрле пурăнаççĕ. Ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса киленеççĕ.
«Аттепе анне пирĕншĕн чи хаклă çынсем, канмалли кунсенче эпир, ачисем, тăтăшах яла аттепе анне патне васкатпăр», - тет хĕрĕ Раиса Валерьевна.
Юлташсем нумай пулсассăн
Пурăнмашкăн пит аван.
Аттепе анне пулсассăн
Пуринчен те эп пуян.
Юнашар юлташ пулсассăн,
Йывăр пурнăç çăмăлрах.
Аттепе анне пулсассăн
Пуринчен те эп пуян.
Çак сăмахсем те очерка пуçланă сăвă йĕркисемпе çаврăнăçуллă килĕшсе тăраççĕ.