09 сентября 2011 г.
Вăрмар райповĕ нумай çул ĕнтĕ Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче малтисен йышĕнче аталанса пырать. Вăл çулсеренех Чăвашпотребсоюз дипломĕсене тивĕçнине палăртмалла. Райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов палăртнă тăрăх, ÿсĕмсен çăл куçĕ - пуçаруллă, яваплăха тĕп вырăна хуракан пултаруллă ĕçченсем. Республика пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ мероприятисем ирттересси те йăлана кĕнĕ кунта. Акă нумаях пулмасть райпон «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăра республика шайĕнчи семинар-канашлу иртрĕ. Унта Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн заместителĕ А.Данилов, райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов, «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Л.Лукин, Çĕрпÿ, Октябрьски, Пăрачкав, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски тата ытти районсенчи райпо системинче вăй хуракансем хутшăннă.
Семинар-канашлăва Вăрмар райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов уçрĕ. Вăл райпо ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Райпо системи - районта кал-кал аталанса пыракан предприятисенчен пĕри. Кăçалхи 7 уйăх кăтартăвĕсем те курăмлă. Ваккăн тавар сутассин тата обществăлла апатланăвăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ кăçалхи 7 уйăхра 105 миллион та 453 пин тенкĕпе танлашнă. «Вăрмарти çăкăр завочĕ», «Нива», «Надежда» тулли мар яваплă обществăсем пурĕ 14 миллион та 866 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Райпора 275 çын вăй хурать. Вĕсем халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессипе тăрăшаççĕ. Юлашки çулсенче уйрăм предпринимательсем суту-илÿ, хатĕрлев енĕпе ялта та хăйсен ĕçсене йĕркеленипе тупăшулăх ÿссе пырать пулин те, потребительсен обществи йывăрлăхсене парăнмасть. Çакăн пек условисенче те вăл хуçалăха аталантарма, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме вăй çитерет. Сăмахран, аякри ялсенчен пĕринче - Тупах ялĕнче - райпо лавкки уçăлни кунта пурăнакансемшĕн чăн-чăн парне пулчĕ темелле. Çавăн пекех çулсеренех лавккасене çĕнетес ĕç пырать. Иртнĕ çулсенче Тикаш, Энĕшпуç, Чулкас райпо лавккисене тĕпрен юсанă, халĕ вĕсенче тавара ирĕклĕ майпа туянма пулать. Кăçал Кавал, Шăхаль, поселокри «Все для дома» лавккасене тĕпрен юсанă. Çитес вăхăтра Чупай, Çĕнĕ Кавал ялĕсенче те çакăн йышши лавкка уçăлмалла.
«Пурлăхпа техника базине çĕнетесси - тĕп тĕллевсенчен пĕри. Иртнĕ çул «Вăрмарти çăкăр завочĕ», «Нива» тулли мар яваплă обществăсем валли çĕнĕ оборудованисем туяннă. Çакă ĕç пахалăхне ÿстерме май парать», - терĕ Сергей Николаевич хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.
Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн заместителĕ А.Данилов Вăрмар райповĕ аталану çулĕпе пынине палăртрĕ, малашлăхра татах та пысăк кăтартусем тумаллине асăнса хăварчĕ. Райпон «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Л.Лукин çăкăр пĕçерме чустана йÿçĕтес тата ăна хатĕрлес ĕçре çĕнĕ технологисемпе усă курнине, çавна май ун пахалăхĕ лайăхланса пынине каларĕ. Унтан семинар-канашлăва килнисем «Вăрмарти çăкăр завочĕ» обществăн цехĕсенче пулса кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашрĕç. «Березка» ача сачĕн ушкăнĕ асăннă мероприятие хутшăннисем валли савăнăçлă концерт лартрĕ.