АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçне мăнаçлă вăл çĕкленĕ

09 сентября 2011 г.

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче чăваш халăхĕ СССР космонавт летчикĕ, авиаци генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 82 çул çитнине паллă турĕ.

Шупашкарти Николаев космонавт тата Калинин урамĕсем хĕрĕсленнĕ вырăнта А.Николаевăн палăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта ЧР Президенчĕ М.Игнатьев, тĕнче уçлăхне парăнтарнă ентешĕмĕрĕн, виççĕмĕш космонавтăн хĕрĕ Е.Терешкова тата тăванĕсем, министерство, ведомство ертÿçисем, депутатсем, ветерансем, сумлă хăнасем, шкул ачисем хутшăнчĕç.

- 2011 çула Раççей Президенчĕ Д.Медведев Космонавтика çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Шăпах Космонавтика çулталăкĕнче Шупашкарта чăваш халăхĕн манăçми ывăлĕн палăкĕ уçăлать. Андриян Григорьевич Николаев тĕнче уçлăхне çĕкленсе чăваш халăхне чапа кăларчĕ. Вăл космоса парăнтарнăранпа тепĕр çул çур ĕмĕр çитет. Çавăнпа ырă ĕçсене малалла та тăсăпăр, - пĕлтерчĕ Чăваш Ен ертÿçи М.Игнатьев.

Андриян Григорьевичăн хĕрĕ Е.Терешкова Чăваш Енре пурăнакансене хăйĕн ашшĕне асрах тытнăшăн, сума сунăшăн тав турĕ.

- Атте хăйĕн Тăван çĕршывне, Шуршăла питĕ юрататчĕ, ентешĕсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшатчĕ. Çак ен мана та куçрĕ. Халĕ эпĕ хамăн ачасене Чăваш Ене юратма хăнăхтаратăп. Палăкшăн та, атте ячĕпе тунă ырă ытти ĕçшĕн те тайма пуçăм сире, - терĕ Елена Андрияновна.

Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ И.Прокопьев пухăннисене ЧР Вăрçă, ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата право хуралĕн органĕсен ветеранĕсен (пенсионерĕсен) общество организацийĕ ятĕнчен саламларĕ. Вăл та, палăк скульпторĕ В.Немцев та сăваплă ĕçе хутшăннисене чĕререн тав турĕç. Палăка уçнă вăхăтра пирĕн район делегацийĕ те пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, районти ветерансен Канашĕн председателĕ Л.Голубева, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн Канашĕн вице-президенчĕ В.Нягин, РФ журналисчĕсен Союзĕн членĕ Н.Васильев тата ыттисем хутшăннă, Вăрмар тăрăхĕнче пĕр хут кăна мар пулнă космонавта чыс тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика