09 сентября 2011 г.
Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнче Раççейри пенсионерсен регионти пĕрлешĕвĕн правленийĕ йĕркеленипе «Аслă ăрăва чыс та мухтав!» ятпа уйăхлăх иртет. Çавна май сентябрĕн 7-мĕшĕнче, 10 сехетре, Правленин селекторлă канашлăвĕ иртрĕ.
Канашлăва «Раççейри пенсионерсен пĕрлешĕвĕ Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин регионти уйрăмĕн председателĕ В.Сапожников РФ Патшалăх Думине тата ЧР Патшалăх Канашне суйлакансен малтанхи суйлавăн (праймериз) кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. «Аслă ăрăва чыс та мухтав!» уйăхлăх мĕнле иртсе пынине те пĕлтернĕ канашлу вăхăтĕнче. Çавăн пекех Правлени председателĕ регионти Правленин анлă ларăвĕн йышăнăвĕсемпе паллаштарнă.
Çак канашлу РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртнĕ. Район пуçлăхĕ В.Павлов икĕ, виçĕ ача çуратнă амăшĕсене амăшĕн çемье капиталĕн сертификачĕсене панă. Ăна Вăрмар поселокĕнчи Н.Давыдова, Чулкасри А.Соколова, Çиçтĕпери И.Андреева, Мăнçырмари С.Дурсун, Энĕшпуçĕнчи О.Иванова, Кивĕ Вăрмарти А.Юнатанова, Шăплатри О.Викторова тивĕçнĕ.
Йыш хутшăнни çемьере яланах савăнăç кÿнĕ. Ачасен йышĕ ÿсни çĕршывшăн та пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та патшалăх пулăшăвĕ ăна тĕрек, малалла аталанма майсем туса парать. Çавăн пекех çак чаплă мероприятие ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă.
Çав вăхăтра
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн Вăрмар районĕнчи управленийĕн ĕçченĕсем хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланисĕр пуçне сывă пурнăç йĕркине те тытса пыраççĕ. Акă çак кунсенче Кÿкеçри «Ротор» стадионта çак структурăна кĕрекен управлени командисем хушшинче ирттернĕ физкультурăпа спортăн 5-мĕш Спартакиадинче пирĕн ентешсем активлăн хутшăннă. Вырăнти управленийĕн сотрудникĕ Т.Васильева дартс енĕпе, А.Краснов вăрăмăшне сиксе 1-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Хутăш эстафетăра управлени ĕçченĕсем 3-мĕшсем пулнă.