06 сентября 2011 г.
1941-мĕш çулхи июнĕн 22-мĕшĕ. Çав кун Совет Союзне фашистла Германи вăрă-хурахла килсе тапăнчĕ. Çавна пула пирĕн халăхăн мирлĕ ĕçĕ татăлчĕ. Тăван çĕршыв умне калама çук пысăк хăрушлăх тухса тăчĕ. Тăван çĕр шывăн Аслă вăрçи малтанхи кунран пуçласах пĕтĕм Совет халăхĕн вăрçи пулса тăчĕ. «Тăван çĕр шыв хăрушлăхра!», «Пĕтĕм вăя тăшмана аркатма!», «Е вилĕм, е Çĕнтерÿ!» - çак лозунгсем мирлĕ ĕçри мĕн пур çынна ура çине тăратрĕç, фашистла пусмăрçăсене хирĕç пынă кĕрешÿре хавхалантаракан ялав вырăнне пулчĕç.
Эпĕ Шупашкарти 12-мĕш вăтам шкулта пуçламăш класс учителĕ пулса ĕçленĕ Марина Ивановна Московкина ашшĕ çинчен çырса парасшăн.
Унăн ашшĕ, Иван Федорович Сармандеев, 1915 çулта мартăн 8-мĕшĕнче Кавал ялĕнче çуралнă. Хресчен çемйинче амăшĕпе çитĕннĕ. Ашшĕ çамрăклах вилнĕ пирки Иван шкулта вĕренеймен, хута пĕлмен.
1934 çулта ялти хресчен хĕрĕпе Укахвипе пĕрлешнĕ. Укахви 15 çулта тăлăха юлнă. Вĕсен çемйинче тата 5 ача пулнă. Чи асли, Укахви, 15 çулхи хĕр ача вĕсене пăхса çитĕнтернĕ. Çамрăк çемьере 1935 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче хĕр ача çуралнă. Ăна Марина ят панă. Асли хыççăнхи тепĕр 3 ачи чирлесе вилнĕ. 1942 çулта Иван вăрçа кайнă. Иванăн «Хĕрлĕ армеец кĕнекинчен» вăл 816-мĕш автотранспорт ротинче пулнине, 1942 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче присяга тытнине пĕлтĕм. Хутла пĕлмен пулсан та хăйĕн кĕнекинче Сармандей тесе алă пуснă. Сыхланса юлнă докуменчĕсенчен çакă паллă пулчĕ. Ивана Умань хулине ирĕке кăларнăшăн 1944 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче, мартăн 16-мĕшĕнче, мартăн 26-мĕшĕнче Днестр шывĕ урлă каçнăшăн, Бельцы хулине туртса илнĕшĕн приказпа тав тунă. Çав çулах, июлĕн 26-мĕшĕнче, июлĕн 31-мĕшĕнче Демблин, Седлец, Минск-Мазовцкий, Луков хулисене, 1945-мĕш çулхи январь уйăхĕнче Варшава, Сохачев, Скерневице, Лович, Лодзь, Кутно, Гостыкин, Ленчица тата 16 хулана туртса илнĕшĕн паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн 5 хутчен приказпа командовани тав тунă. Аслă Отечественнăй вăрçăра çапăçнăшăн Иван Федоровича нумай медальпе наградăланă.
Иван Федорович вăрçăран 1945 çулта ноябрь уйăхĕнче килнĕ. «Атте салтак кутамккине çунашкапа туртса килнине питĕ лайăх астăватăп. Такам панă ăна çунашкине. Атте 1962 çулта ÿпке чирĕпе чирлесе вилчĕ. Окопра шăнса выртнисем пĕтерчĕç ун сывлăхне ĕнтĕ. 47 çул çеç пурăнчĕ атте», - тет вăл.
Марина Ивановна Иван Федоровичăн çутă сăнарне халĕ те асрах тытать, ун пирки мăнукĕсене те, вĕсен ачисене те, шкул ачисене те каласа кăтартать, ашшĕ ир вилнишĕн кулянать, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйĕн тÿпине хывнишĕн мăнаçланать. Çав тери хăрушă тăшмана чĕркуçлентерме пултарчĕ пирĕн çар. Çĕнтерÿшĕн миллион-миллион çын пуç хучĕ. Пирĕн республикăри 208 пин ывăлĕпе хĕрĕ Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе пăхăнманлăхĕшĕн çапăçнă, вĕсенчен çурри ытла каялла таврăнса тăван кĕтесĕн алăкне уçса кĕреймен, чылайăшĕ хыпарсăр çухалнă. Вăрçă хыççăн çут тĕнчене килнĕ ăрусем аслисен паттăрлăхне нихăçан та асран кăларас çук.