06 сентября 2011 г.
1917 çулхи пăлхаварлă пулăмсем хыççăн Раççей империйĕн кĕпĕрнисем вырăнĕнче Совет республикисем, облаçсемпе автономи тытăмĕсем йĕркелеме пуçласанах уессемпе вулăссен тытăмĕ те кивелни палăра пуçлать. Çавăнпа та 1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Автономи облаçне туса хурсанах ăна ертсе пыракансем территорин административлă пайланăвне çĕнĕлле йĕркелес тесе тимлеме пуçлаççĕ. Анчах çак ĕç хăвăртах пулаймасть. Партин Чăваш обкомĕпе тĕрĕслев комиссийĕн пĕрлехи пленумĕ тата Чăваш АССРĕнчи Советсен иккĕмĕш съезчĕ 1927 çулхи март уйăхĕнче кăна çак пайланăва 3 пусăмлă - республика - кантон - ял совечĕ - тума кирлине палăртать (унччен 4 пусăмлă пулнă: республика - уес - вулăс - ял совечĕ). Районсене октябрĕн 1-мĕшĕччен йĕркелесе çитерме йышăнаççĕ. 1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче ВЦИК Президиумĕ «Чăваш АССРĕнче районсем тăвасси çинчен» Постановление йышăнать. Çак кунтан пуçласа Чăваш АССРĕ 5 уеса кĕрекен 53 вулăсран мар, 17 районтан тăма пуçлать. Вĕсен шутĕнче Вăрмар районĕ те. Унăн центрĕ Вăрмар станцийĕ пулса тăрать. Çĕнĕ административлă пайланăвăн тытăмне Çĕрпÿ уесĕнчи Çĕнĕ Кавал, Кивĕ Арапуç, Енккасси-Энĕшпуç, Тăвай вулăсĕсенчи тата Шупашкар уесĕнчи хăш-пĕр ялсем кĕреççĕ. Унăн лаптăкĕ пĕрмаях хальхи пек 598,3 тăваткал километр, 52 ялпа поселок пулман. Акă 1935 çул пуçламăшĕнче Тăвай районне йĕркеленĕ хыççăн темиçе ял унта куçать, 1939 çулта Октябрьски (Ĕсмел) районне туса хурсан тата темиçе ял. 1959 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче Октябрьски районне пăрахăçлаççĕ те каллех Вăрмар районĕнче ялсен йышĕ улшăнать. 1962-1965 çулсенче уйрăм промышленноç тата ял хуçалăх районĕсем туса хуни витĕр те тухма тивет, анчах район хăйĕн ятне упраса хăварма, малалла аталанма пултарать. Паян кун та ÿсĕмсем сахал мар, производство, ял хуçалăхĕ те аталансах пырать.