06 сентября 2011 г.
Пăхрăм та анне çине:
Сар хĕвел пек ун кулли.
Ма тесессĕн ман анне
Тĕнчере чи илемли.
Манăн аннене Любовь Александровна Григорьева тесе чĕнеççĕ. Вăл мана çут тĕнчене çуратса яман пулсан та эпĕ ăна пилĕк çул ĕнтĕ «анне» тесе чĕнмесĕр пултараймастăп. Вăл манăн телей, пурнăç. Анне Çÿлти Кинчер ялĕнче çуралса ÿснĕ, унтах шкул вĕренсе пĕтернĕ. Мĕн пĕчĕкренех ачасене юратнă, çавăнпа вăл учитель профессине алла илме шутланă. Ман анне Канашри педагогика училищине вĕренсе пĕтерсе Энтриялĕнчи вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Вăл вĕрентнĕ ачасем халь тĕрлĕ вырăнта ĕçлеççĕ, пурте - усăллă çынсем. Вун икĕ çул ĕçленĕ хыççăн вăл ача садĕнче заведующи пулса ĕçленĕ. Темĕнле ĕç шанса парсан та вăл ĕçе парăнса, юратса ĕçлет. Ăна ял халăхĕ яланах Любовь Александровна тесе чĕнет. Учительсемпе ĕçленĕ чухне вăл комсомолăн секретарĕ пулнă. Унтан ял Совет председателĕ пулса вăл 15 çул ĕçленĕ. Ăна районта та аван пĕлеççĕ, хисеплеççĕ. Ĕçленисĕр пуçне вăл çемьене те пăхнă. Вĕсем аттепе пĕрле икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ, вĕсем халĕ хăйсен çемйисемпе. Виçĕ мăнукĕ савăнăç кÿреççĕ.
Чуна йăпатма аттепе иккĕшĕ виçĕ ача усрама илнĕ. Настя 4 çулта, Саша 5 çулта тата эпĕ - 10 çулта. Унтанпа çулсем иртрĕç, пилĕк çул та иртсе кайрĕ - Настя 3 класра, Саша 4-мĕшĕнче, эпĕ 8 класра вĕренетпĕр. Эпир аннене кÿрентерес мар тесе яланах лайăх паллăсем илме тăрăшатпăр. Саша конкурссене, олимпиадăсене хутшăнать, эпĕ те районта, республикăра иртекен ăмăртусене, конкурссене хутшăнма тăрăшатăп. Манăн ăна чăтăмлă пулнăшăн тав сăмахĕ калас килет. Анне пичĕ çинче кулă пулсан, эпир те телейлĕ, савăнатпăр унпа. Ăна малашне те сывлăхлă пулма сунатпăр. Çавăнпа çапла калаççĕ те ĕнтĕ: «Атте-аннерен хакли никам та çук тĕнчере».