06 сентября 2011 г.
«Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти 2011-2012 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Кун пирки тĕплĕнрех асăннă предприятин пуçлăхĕнчен Юрий Ефимович Никитинран ыйтса пĕлтĕмĕр.
- Юрий Ефимович, сирĕн предприяти хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе кăçал мĕнлерех ĕçсем туса ирттерчĕ?
- 2011-2012 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе эпир чылай ĕçсем пурнăçларăмăр. Вăрмар поселокĕпе ăшă паракан трассăна пурĕ 12,5 километр тăршшĕ пăхса, тĕрĕслесе тăратпăр. Хальхи вăхăтра вăл хутса ăшăтмалли сезона хатĕр. 300 метр тăршшĕ ăшă паракан трассăна çĕнетрĕмĕр. Поселокри Некрасов урамĕнче ăшă паракан пăрăхсене 160 метр тăршшĕ улăштартăмăр. Иккĕмĕш номерлĕ котельнăй патне пыракан ăшă паракан пăрăхсене 188 метр тăршшĕ çĕнетнĕ. Пĕтĕмĕшле каласан кăçал 1 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă. Пирĕн предприяти 31 котельнăй пăхса, тĕрĕслесе тăрать. Вĕсенчен промышленноçра усă кураканнисем - 7, пĕчĕк котельнăйсем 24 шутланаççĕ. Ăшă паракан 6 пункта, шыв уçлакан насуссене юсанă. Котельнăйсем пурте хутса ăшăтмалли сезона хатĕр, кунти ĕçченсене аттестацилес ĕç пырать. Предприятисемпе организацисене, шкулсене 2011-2012 çулсенче ăшăпа тивĕçтерессипе ятарласа ирĕк илме хатĕрленетпĕр.
- Хутса ăшăтмалли сезон хăçан пуçланĕ?
- Кăçалхи октябрь пуçламăшĕнче районти предприятисемпе организацисене, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене, хваттерсене ăшă пама тытăнăпăр. Хальхи вăхăтра ăшă паракан пăрăхсене тĕрĕслессипе ĕçсем пыраççĕ.
- Кашни предприятинчех ÿсĕмпе пĕрлех йывăрлăхсем те килсе тухаççĕ. Коммуналлă пулăшушăн тÿлемен парăмçăсем те сахал мар сирĕн. Вĕсемпе мĕнлерех ĕçсем туса ирттеретĕр?
- Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл - хăш-пĕр хваттер хуçисем коммуналлă пулăшушăн укçа-тенкĕ вăхăтра тÿлеменни. Çак парăм предприятисемпе организацисен кăçалхи сентябрĕн 2-мĕшĕ тĕлне 1 миллион та 19 пин тенкĕпе танлашнă. Хваттер хуçисен коммуналлă пулăшушăн тÿлемен парăм 3 миллион та 318 пин тенкĕпе танлашать. Кăçалхи çул тÿлемен хваттер хуçисем пирки Вăрмар район судне 59 тавăç (пурĕ 606 пин те 948 тенкĕлĕх) тăратнă. Вĕсенчен 240 пин те 124 тенкĕ шыраса илнĕ.
2008 çултан пуçласа 2010 çулччен Вăрмар район судне пурĕ 230 тавăç тăратнă, 2 миллион та 82 пин те 516 тенкĕ шыраса илнĕ. Хальхи вăхăтра тепĕр 13 тавăç (131 пин те 115 тенкĕлĕх) Вăрмар район судне тăратма хатĕрлетпĕр. Çавăнпа та коммуналлă пулăшушăн тÿлемен хваттер хуçисене парăмсене вăхăтра татма ыйтатпăр. Çут çанталăк газĕшĕн тÿлемелли парăм 4 миллион та 674 пин тенкĕпе танлашать. Хутса ăшăтмалли сезона тивĕçлĕ хатĕрленес тĕллевпе эпир кăçал 3 миллион тенкĕ кредит илес тĕллевлĕ.
Хальхи вăхăтра ăшă пыракан пăрăхсене ăшă тытакан материалсемпе чĕркессипе ĕçлетпĕр.