АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авăн уйăхĕ - кĕр пуянлăхĕ

06 сентября 2011 г.

Хура тăхлан пек тĕксĕм тÿпене кĕр мăнтăрĕпе авăн уйăхĕ çуралса тухнă. Çĕнĕ уйăх çурли çуралнине чăвашсем авал «çĕнĕ уйăх тунă» тенĕ. Авăн уйăхĕ кĕрхи тÿпене хăш çул сентябрь вĕçĕнче, хăш чух октябрь пуçламăшĕнче шуса тухнă. Ĕлĕкрех, XVIII-XIX ĕмĕрсенче, чăвашсем октябĕре авăн уйăхĕ тенĕ. Çакă иртнĕ ĕмĕрсенче çырса хăварнă ĕçсенче лайăх палăрса юлнă. В.Н.Татищев (1737 ç.), А.А.Фукс (1840 ç.), В.А.Сбоев (1856 ç.), А.В.Риттих (1870 ç.) Н.И.Золотницкий (1867-1875çç) пухнă материалсенче авăн уйăхне вырăсла «октябрь» тесе ăнлантарнă. Каярахпа çырса илнĕ материалсенче вара хуллен-хулленех авăн уйăхĕ сентябре куçса пынă. Революци хыççăн, юлиан календарьне пăрахăçласа григориан календарĕ çине куçсан, авăн уйăхĕ сентябре палăртма тытăннă.

Кĕр мăнтăрĕ чуна канăçлăх, лăпкă мăнаçлăх кÿнĕ, мал ĕмĕте çунатлантарнă.

Авăн аштарса пĕтерсен, çĕнĕ тырра алла илсен, чăваш çынни тырăран çĕнĕ çăкăр пĕçерсе кăларнă, çĕнĕ тырпул шерпечĕпе хăймаллă та хăмлаллă сăра тунă. Вара, кăмăлне уçса ярса, пĕтĕм тăван-пĕтенне, хурăнташ-ăратнине кĕр сăрине пуçтарнă. Ĕмĕртен килекен нисепĕ - хисеп хушнипе чăваш çынни çĕнĕ тырă шерпетне чи малтан хăйне чун-чĕм кÿртсе пурнăç парса хăварнă, каярахпа - ĕмĕрлĕхех çĕре кайнă ватăсемпе пайланă. Кĕр мăнтăрĕпе унта-кунта, юпа уйăхĕ çывхарнине систерсе, юпа юррисем илтĕнме пуçланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика