АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Асăрханăр: ачасем!» операци

02 сентября 2011 г.

Çул-йĕр правилисене çирĕп пурнăçласа пырасси кашни водителĕн, механизаторăн е çуран çÿрекенĕн таса тивĕçĕ. Анчах та пур чухне те асра тытатпăр-и-ха эпир çакна; Çук çав. Çавна пулах çул çинче аварисем пулаççĕ, çынсен пурнăçĕ татăлать.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Кăçалхи августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 11-мĕшĕччен районта: «Асăрханăр: ачасем!» операци ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ - шкулта вĕренекенсене тимлĕхе ÿстерме хăнăхтарасси, çул çинчи хăрушсăрлăха пăхăнма вĕрентесси.

Учительсен, шкул çулне çитмен учрежденисенчи воспитательсен вĕренÿ çулĕ пуçланнă кунсенченех ачасене транспорт хатĕрĕсем çÿрекен автомобиль çулĕсем урлă каçнă е утса пынă чухне асăрхануллă пулмалли çинчен, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп ăнлантарса памалла. Çынсем çул хĕррипе утнă чухне транспорта хирĕç пымалла. Ачасен ушкăнне тротуарсемпе тата çуран çÿрекен сукмаксемпе илсе çÿремелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика