02 сентября 2011 г.
Кăçал сентябрĕн 5-мĕшĕнче виççĕмĕш летчик-космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, ЧР Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 82 çул çитнине паллă тумаллаччĕ.
Чăваш Енри çуллахи ял спорт вăййисен Пĕтĕм Раççейри V ăмăртăвĕсен Тĕп судйи пулма килнĕскер, 2004 çулта чăваш çĕрĕ çинчех сарăмсăр вилсе кайса тăван Шуршăл ялĕнчех канлĕх тупрĕ. «Мана Шуршăлта пытарăр», - космонавт-летчик çапла хушса хăварнине пурнăçланă чăваш халăхĕ. Тăван çĕршывне яланлăхах юлма килнĕ чăвашăн мухтавлă ывăлĕн, чăваш кăйкăрĕн ÿтне çуралса ÿснĕ тăван Шуршăл ял территорийĕнче çынсем пырса çÿремелли вырăнта пытарнă. Унăн ятне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытса пурăнĕç чăваш çыннисем, кашни кунах ăна пытарнă çĕрте унăн ячĕпе çĕкленнĕ часавайра чĕрĕ чечексем хурĕç: унăн ырă ятне асăнса çуртасем çутĕç.
РСФСР халăх депутачĕ пулнă май Андриян Григорьевич суйлавçăсемпе тĕл пулма пирĕн района час-часах килсе çÿренĕ. Юлашки хут 1990 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче поселокра пурăнакансемпе, Вăрмарти пĕрремĕшпе (ÿкерчĕк çинче) иккĕмĕш, Арапуçĕнчи вăтам шкулсен коллективĕсемпе, «Путь Ильича» колхозра, «Ленинский» совхоз ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçни паянхи кун та нумайăшĕн асĕнче.
Пирĕн районта ăна асра тытса тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Вĕсен хушшинче библиотекăсенчи выставкăсем, асăну каçĕсем, электронлă презентацисем, шкулсенчи уçă уроксем, конференцисем, спорт ăмăртăвĕсем.