АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсем савăнчĕç

02 сентября 2011 г.

Çынсем пурте пĕр çĕр чăмăрĕ çинче, пĕр хĕвел ăшшинче пурăнаççĕ пулин те, кашнин кун-çулĕ тĕрлĕрен йĕркеленет. Чылай чухне ачи-пăчине ашшĕ-амăшĕ кирлĕ мар пулса тухать, çавна пула вĕсем пĕччен тăрса юлаççĕ. Ватă çын пĕччен тăрса юлсан унăн пурнăçĕ кичемленет.

Халăха социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центрĕн Арапуçĕнчи вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕнче пĕччен тăрса юлнă, йывăрлăха лекнĕ ватăсем пурăнаççĕ. Çак уйрăмра кинемисемпе мучисем вакăрах ĕçсене те тăваççĕ, савăнма та пултараççĕ.

Август уйăхĕ тĕрлĕ уявсемпе пуян пулчĕ: «Çĕр улми уявĕ», «Пыл спасĕ», «Панулми спасĕ», «Мăйăр спасĕ» тата ытти те. Çак уявсене аслă ăрурисем пурне те паллă турĕç. Вĕсем сĕтел хушшине пĕрле пуçтарăнса, çĕр улми те, пыл та, пан улми те çирĕç, кукăльсем те тутанса пăхрĕç. Э.Сотников пан улмисене тураса хĕл валли типĕтрĕ. Кунта вăй хуракан социаллă ĕçченсем пан улмирен повидло та туса хатĕрлерĕç. «Хĕл хырăмĕ вăрăм», - теççĕ халăхра. Пирĕн ватăсем ăна хăйсем хатĕрленĕ апат-çимĕçпе кĕтсе илме хатĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика