АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асатте каласа панинчен

02 сентября 2011 г.

Манăн асатте, Терентий Иванович Иванов, нумай ачаллă çемьере Çĕрпÿ уесне кĕрекен Енккасси-Энĕшпуç вулăсĕнчи Энтрияль ялĕнчи Иван Григорьевич Григорьевпа Марфа Ефимовна Ефимова çемйинче 1873 çулхи октябрĕн 20-мĕш кунĕнче çуралнă. Çемьере 6 ывăлпа 1 хĕр кун çути курнă. И.Григорьевпа М.Ефимован ултă ывăлĕнчен тăваттăшĕ патша çарĕнче çар тивĕçне пурнăçланă. Асатте нумай çул хушши патша çарĕн салтакĕн тум тирне хывман. Японипе Раççей хушшинче 1804-05-мĕш çулсенче пулнă вăрçа хутшăннă. Георги хĕресне илме тивĕçнĕ. Вăл пит калаçма юратмасчĕ, хушăран йĕкке ярсан çеç мĕн те пулсан каласа паратчĕ. Пĕррехинче пирĕн Энтрияль ялĕ хăçан, мĕнле пуçланса кайни, хальхи вырăнта вырнаçман, малтан урăх вырăнта пулнă тесе калани, чăнахах-и тесе ыйтнăччĕ. Асатте пĕр хушă çăпата тума чарăнса: «Çакă çăпатана туса пĕтерем-ха, каласа паратăп», - терĕ. Вăл Энтри Пасарĕнчи ытлари кун пулакан пасарта сутма çăпатасем тăватчĕ. Тепĕр кун, шкултан таврăнсан, асатте патне кайрăм. Эпĕ пынă чухне асатте çĕнĕрен çăпата хуçатчĕ. Ĕçленĕ хушăрах хăйĕнчен хăпмасса пĕлсе мана хăй пĕлнине, хăйне ашшĕ каласа панине калама пуçларĕ.

«Манăн атте Иван ятлă, асатте - Кĕркури. Асатте каласа панă тăрăх пирĕн ял хальхи Энтри Пасар çумĕнче вырнаçнă пулнă. Халĕ вăл вырăнта пушă хир, ял çыннисен анкартийĕ, юнашар пĕчĕк çырма пуçĕсем пуçланаççĕ. Малтан çав вырăнта вырнаçнă, ялпа юнашар - Шутнер çырми. Çак çырмана çăл куçĕнчен шыв юхса аннă. Энтри Пасар ялĕ вăл вăхăтра пулман. Яла хирĕç, Шутнер çырми урлă, сылтăм çыранĕнче, тÿрем вырăнта ялăн масарĕ вырнаçнă, вилнĕ çынсене çав масара пытарнă, халĕ вăл вырăна кивĕ масар теççĕ. Вырăс патши Хусан ханствине çĕнтерсе хăйĕн патшалăхĕ çумне пĕрлештерсен чăвашсем те вырăс патшалăхне пăхăннă. Хусан хулине илме вырăс патшине чăвашсем нумаййăн пулăшнă. Вырăс патши хăйĕн çарĕпе Хусан хулине илме, тутарсене пăхăнтарма пирĕн ялăн çумĕпе иртсе кайнă, чарăнса каннă теççĕ. Вырăс салтакĕсемпе пĕрле тутарсене хирĕç чăвашсемпе çапăçнă, вĕсене пулăшнă. Кайран вырăс çарĕнче салтак пурнăçĕ йывăррине пула тÿсеймесĕр нумайăшĕ вырăс çарĕнчен тарса çырма-çатраллă, вăрманлă вырăнта пурăнса вăрă-хураха тухнă, юнашар ялсене çаратнă, хĕрарăмсене мăшкăланă, хĕрсене вăрласа кайнисем те пулнă. Ялпа юнашарах Хусана каякан çул вырнаçнă. Çак çулпа час-часах вырăс çарĕсем иртнĕ, чарăнса иртнĕ вăхăтра каннă. Вырăс çарĕсене ял çыннисен апат-çимĕçпе тивĕçтермелле пулнă. Халĕ те çак çул сыхланса юлнă, ăна çĕнетнĕ, сарлакалатнă Владимирски çул тенĕ. (Халĕ çак çула Чулхула Хусан çулĕ теççĕ, асфальт сарса çирĕплетнĕ). Ялпа юнашар Хусана каякан çул пулни, йĕри-тавра вăрман, çырма-çатра пулни (халĕ те кунта çырма çине çырма) вăрă-хурахсене ялсене çаратма меллĕ вырăн пулнă-çке, вĕсем çуран мар, лашасемпе çÿренĕ. Хушăран вырăс çарĕн пĕчĕк ушкăнĕ ял çумĕпе вырнаçнă çулпала Хусана е Мускав енне кайнă, вĕсем те ял патĕнче чарăнса ял çыннисене çаратма ÿркенмен. Ял çыннисем вăрă-хурахсен мăшкăлне, асап-нушине тÿссе, тертленсе пурăнса, авăнса çитнĕ, çавна пулах урăх çĕре, çĕнĕ вырăна куçса кайса, çĕнĕрен ял куçарма шутланă. Малтанхи ял вырăнĕнчен икĕ çухрăмра вырнаçнă вăрманти пĕчĕк уçланкăра çĕнĕрен ял çĕкленнĕ. Çĕнĕ çĕре куçса ларнă пулсан та ял хăйĕн малтанхи ятне улăштарман. Хальхи вăхăтра Энтри Пасар ялĕнчен (Куславкка районĕ) кăнтăр еннерех Çĕньял ялĕ вырнаçнă. Çак яла Энтрияль ялĕнчен малтанхи вырăнĕнчен куçса кайнă чăвашсем пуçарса янă ял шутланать. Хăшĕ-пĕрисем куçса çĕнĕ вырăна кил-çурт çавăрман, кивĕ вырăнтах пурăннă. Çул çÿрекен çынсем валли çул çинче чарăнса çĕр каçма çынсене канмалли вырăн уçнă. Патша чиновникĕсем ĕçпе Хусана кайсан кунта каннă. Энтрияль ялĕ вăл вăхăтра Сĕве уесне кĕнĕ, Андреевск вулăсне пăхăнса тăнă. Ял çыннисем тăрăшнипе кайран пасар йĕркеленĕ, ытти пасарсене кайма çăмăл пулман, вĕсем ялтан инçетре вырнаçнă. Пасар уçсан пирĕн ял çынни, суту-илÿ тăваканскер, хупах çуртне туса ларса суту-илÿпе тăрăшнă, кунта пасара килнĕ çынсемпе пĕрле патша чиновникĕсем те хăналаннă. Атте каланă тăрăх хупах хуçи кайран кил-çурт çавăрнă, ывăлне авлантарса çĕнĕ кил-çурта пурăнма уйăрса кăларнă, хăй (ашшĕ) хамăр ялтах пурăннă, ывăлне суту-илÿ тума пулăшнă. Пасар уçсан, пасара Энтри Пасар теме пуçланă, ял йĕркеленсе çĕкленсен Энтри Пасар ялĕ теме тытăннă.

Çапла каласа панине ас тăватăп, ăна мана хамăн атте каласа панăччĕ, урăх нимĕн калама пултараймастăп, пирĕн ялпа юнашар çырма урлă тепĕр ял Атай ялĕ çĕкленнĕ тетчĕç, халĕ Атайкасси ялĕ. Çапла каласа парса вĕçлерĕ асатте сăмахне. Унтан: «Халĕ ĕнтĕ пĕлетĕн Энтрияль ялĕ мĕнле пуçланса кайнине», - терĕ.

Асатте çеç мар, ытти ватă çынсем те Энтрияль ялĕ Энтри Пасар ялĕпе юнашар вырнаçнă, кайран хальхи вырăна вăрă-хурахсем аптăранипе, алхаснипе куçса ларнă тесе каланине илтнĕ. Колхозсем йĕркелесен пирĕн ялăн колхозĕн çĕрĕн чикки, икĕ колхозăн çĕрĕсене уйăрса тăракан мише чикки, Энтри Пасар ялĕн анкарти çумĕпех иртсе каятчĕ. Кăштах уй-хир лаптăкĕ уйăрса тăратчĕ: колхозра трактористра ĕçленĕ чухне, Энтри Пасар ялĕ çумĕнчи мишерен хире пĕр хутчен çеç мар сухаланă, тырă акнă. Ялан тенĕ пек вырăн-вырăнпа суха хыççăн кĕл евĕр тăпра тухнине курнă, чÿлмек е кирпĕч ванчăкĕсем те тухнине аван астăватăп. Агротехникра ĕçлекен Николай Павлович Павлова: «Мĕншĕн çакă хирте сухаласан кĕл евĕр тăпрасем тата чÿлмек, кирпĕч ванчăкĕсем тухаççĕ тесе ыйтнăччĕ», «Çакă вырăнта чи малтан пирĕн ял вырнаçнă пулнă, вăрă-хурахсем тертлентернипе ял хальхи вырăна куçса ларнă», - тенĕччĕ Николай Павлович. Асатте каланине манас мар тесе кĕскен çырса хунăччĕ. Кайран ялтан тухса кайнă, питех тăван ялăн историпе интересленсех кайман, самани те урăхлаччĕ. Архивра упранакан хутсемпе паллашса ĕçлеме, ял историне пĕлес тесен, малтан ирĕк илес пулать. «Эсĕ мĕн историк мар пулĕ-çке? - тенĕччĕ пĕррехинче архивра ĕçлекенскер манăн ыйтăва хирĕçлесе. Манăн вăл вăхăтра хамăн шухăша пурнăçлама май килмерĕ. Çапах та кайран ĕмĕтленнĕ ĕмĕте шута хурса, архиври документсемпе паллашса, асатте каласа панине ĕнентĕм. (Ландратская книга. 1716). Паллах ял пĕр çултах кивĕ вырăнтан çĕнĕ вырăна куçса ларса çĕнĕ ял çĕкленеймен. (Кĕнекере вырăсла деревня Бишево при речке Шутнере). Пирĕн ял Энтрияль вырăсла Бишево ятлă. 17-18-мĕш çулта Çĕрпÿ уездне йĕркеленĕ, Сĕве, Шупашкар уесне кĕрекен ялсене çĕнĕ вулăса кĕртнĕ. Паллах пурне те мар. Çĕрпÿ уесĕнчех темиçе вулăс йĕркеленĕ. Тутар Республикинче Бишево (вырăсла) ятпа икĕ ял пур. Пĕри Заинск районĕнче, вăл Нижнее Бишево ятлă. Апастово районĕнче Бишево ял вырнаçнă. Пирĕн Чăваш Республикинче вырăсла виçĕ ял Бишево ятпа хисепленет. Куславкка районĕнче Малое Бишево, чăвашла Çатрăк ялĕ, тепĕр ялĕ Бишево уеса чăвашла Ырашпулăх. Ырашпулăх ялĕнчен куçса кайнă çынсем Çатрăк ялне пуçарнă теççĕ. 1236-мĕш çулта Тутар-монгол çарĕсем Атăл çинчи Пăлхар патшалăхне çĕнтерсен, вăл патшалăха тĕп тунă. Чăвашсем Атăл тăрăх çÿлелле, шыв юххине хирĕç хăпарнă, вăрманлă вырăнсенче пытанса пурăннă, çĕнĕрен ялсем пуçарса ярса çĕкленĕ. Ман шутпа Тутар Республикинчи Бишево ятпа хисепленекен ялсене чăвашсем куçса килсе, (пĕр обществăран) Чăваш Республикинче çĕнĕрен ялсене пуçарса янă. Бишево-Ырашпулăхпа - Куславкка районĕ, Вăрмар районĕнчи Бишево- Энтрияль тен пĕр тĕпрен тухни, хальлĕхе маншăн паллă мар. 1783-1811-1858 çулсенче Ревизские сказки тăрăх Бишево общинине Бишево-Андриян, Большое Атаево-Атайкасси-Вăрманкас, Малое Атаево-Уйкас, Шутнербоси-Шутнерпуç, Тюмбеки-Тĕмпек ялĕсем кĕнĕ. Атайкасси-Вăрманкас, Уйкас, Шутнерпуç Тĕмпек выселкăсем шутланнă.

1917-мĕш çулхи Октябрьти революци хыççăн Бишево (вырăсла) общининчен Бишевский сельсовет, чăвашла Энтриялĕнчи ял совечĕ йĕркеленĕ, халĕ ял тăрăхĕ теççĕ. Энтрияль ялĕ пуçланса кайнă пирки ватă çынсенчен тĕрлĕрен каланине илтнĕ. Яла Хусан леш енчен килнĕ Эндри (Энтри) Атай пуçарса янă, мĕн. Яндри Энтрияль ялне, Атай Атайкас ялне пуçласа никĕслекенсем пулнă. Энтрияль ялĕпе çума-çуммăн çырма урлă Атайкасси ялĕ. Халĕ вăл ял çуккă, икĕ яла пĕрлештерсе пĕр ял Энтрияль ялĕ тунă. Энтрияль ялĕ малтанхи вырăнĕнчен вăрă-хурахсем тертлентернипе Атайкасси-Вăрманкас ялĕ патне куçса ларнă. Малтанхи ялăн вырăнĕ Энтри Пасар ялĕ çумĕнче пулнă. Чăвашсем кунти таврана 15-мĕш ĕмĕртех пурăнма куçса килнĕ пулать. Вĕсене таврари вăрман, çырми-çатрасенчи çăл куç шывĕсем юхса выртни илĕртнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика