АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Туслăх кубокĕ» - Вăрмарсен ентешлĕхĕнче

30 августа 2011 г.

Шупашкар хула пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн пилĕк куна пынă республикăри ентешлĕхсем хушшинче йăлана кĕнĕ «Туслăх кубокĕ» ăмăртусем вĕçленнĕ. Тупăшăва 16 команда хутшăннă.

2003 çулта чи малтан йĕркеленĕ çак ăмăртура Кубока Тăвайсем çĕнсе илнĕ пулнă. Тĕрлĕ çулсенче Кубок Муркашсене, Елчĕксене, Çĕрпÿсене, Пăрачкавсене тивĕçнĕ. 2003-2004 çулсенче Вăрмарсен ентешлĕх команди ку интереслĕ ăмăртусене хутшăнман. Ытти çулсенче яланах призерсен йышĕнче пулнă. 2005 тата 2007 çулсенче «Туслăх кубокне» Вăрмарсем çĕнсе илнĕ.

Иртнĕ çулсенчи опыта тата кăтартусене шута илсе «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ» обществăлла организацин канашĕн членĕсем В.Афанасьевпа В.Нягин спортри ăсталăха ÿстерес тĕлĕшпе организациллĕ чылай ĕçсем туса ирттерчĕç. Мини-футбол тата волейбол командисене пултаруллă спортсменсем суйласа илес тата çĕнтерĕве çывхартма пулăшас енĕпе С.Лушинпа Ю.Спиридонов нумай вăй хучĕç.

- Вăрмар футболисчĕсем стадионта хăйсене шанчăклăн, хăюллăн тытрĕç, прфессионалсем пек кăтартса пачĕç. Вĕсем Куславккасене 10:0, Вăрнарсене 4:0 шутпа çĕнтерчĕç. Куракансене вĕсем лайăх выляма пултарнипе савăнтарчĕç.

Çĕрпÿсемпе выляни вара уйрăмах кăсăклантарчĕ. Çĕрпÿ командине «Динамо» клубра вылякан футболистсенчен йĕркеленĕ. Апла пулин те Вăрмарсем çухалса каймарĕç. Тĕп вăйă 2:2 шутпа вĕçленчĕ. Пенальтинче çĕнтерсе Вăрмарсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Çĕнтерÿ тума çăмăл пулмарĕ. Куракансем пирĕн футболистсене хавхалантарса тăчĕç. Командăри А.Матвеев, А.Краснов, А.Иванов, Т.Иванов, В.Игнатьев, И.Никитин, А.Ларионов, А.Николаев, М.Васильев футболистсем, Е.Бойков вратарь çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйсен мĕн пур ăсталăхне, пултарулăхне пачĕç, - хавхаланса каласа парать Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ, отставкăри полковник Василий Николаевич Нягин.

Волейболистсен хастарлăхне те палăртмалла. С.Петров, Д.Петров, Ю.Спиридонов, пĕр тăван Геннадийпе Сергей Антоновсем, Д.Долгов, В.Тимофеев, И.Краснов, В.Андреев лайăх вылянипе, командăсене çĕнтерсе пынипе çурма финалти вăйăсене хутшăнма тивĕçлĕ пулнă.

Çĕнтерÿçĕсене Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов, Олимп вăййисен тăватă хут чемпионĕ, биатлон енĕпе 13 хут тĕнче чемпионĕ А.Тихонов хаклă наградăсем панă.

Республикăри ентешлĕхсен командисем хушшинче виçĕ хут çĕнтернĕ Вăрмарсен ентешлĕх командине дипломпа наградăланă, «Туслăх кубокĕ» тата 30 пин тенкĕлĕх сертификат парса чыс тунă.

Футбол федерацийĕн Президенчĕ Юденьков мини-футбол командинчи чи лайăх вылякан пирĕн ентеше А.Краснова ятарлă приз парса хавхалантарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика