30 августа 2011 г.
Вăрмар поселокĕнче «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ районта пурăнакансемшĕн чăннипех те кану тата сывлăха сиплемелли центр пулса тăчĕ. Кунта спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртусем тăтăшах ирттереççĕ.
Çак кунсенче комплексра шывра ишес енĕпе районта мала тухассишĕн уçă ăмăрту иртрĕ. Спортсменсем баттерфлей тата ирĕклĕ майпа ишес енĕпе тупăшрĕç.
Чи малтанах хĕр ачасем 25 метрлă дистанцие баттерфлей енĕпе ишсе ăмăртрĕç. Çак дистанцие О.Чернова 18,63 çеккунтра вĕçлерĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕш вырăна - Н.Чернова, виççĕмĕшне А.Грачева тухрĕ. Пурте вĕсем Вăрмар поселокĕнчен, «Илем» физкультурăпа спорт комплексне 2010 çултанпа çÿреççĕ.
Арçынсем хушшинче те тупăшу çивĕч иртрĕ. Дистанцие 13,81 çеккунтра вĕçлесе Д.Иванов (Вăрмар поселокĕ) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна Мускав облаçĕн ишес енĕпе пĕрлештернĕ команди членĕ И.Саприн тухрĕ. Виççĕмĕш вырăнта - Г.Сидоров (Пысăк Енккасси).
2000 çулта çуралнă тата унтан та кĕçĕнрех арçын ачасенчен 50 метра ирĕклĕ майпа ишсе пĕрремĕш вырăна А.Павлов (Шупашкар) тухрĕ. А.Силеров (Вăрмар поселокĕ) - иккĕмĕш вырăнта. Ăмăртăвăн чи кĕçĕн участникĕ Н.Петров (Вăрмар поселокĕ) - виççĕмĕш пулчĕ.
1998-1999 çулсенчи хĕр ачасенчен пĕрремĕш вырăна Н.Чернова (Вăрмар поселокĕ) çĕнсе илчĕ. О.Черновапа А.Грачева (Вăрмар поселокĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Çак ÿсĕмри арçын ачасенчен малти призлă вырăнсене Л.Степанов, Д.Федоров, А.Чернов (пурте Вăрмар поселокĕнчен) çĕнсе илчĕç.
1994-1997 çулсенчи арçын ачасенчен 100 метрлă дистанцие ирĕклĕ майпа ишсе чи малти вырăнсене Г.Сидоров (Пысăк Енккасси), А.Семенов (Шупашкар), О.Чернов (Вăрмар поселокĕ) тивĕçрĕç.
18-30 çулхи арçынсенчен 100 метрлă дистанцире Д.Иванов (Вăрмар поселокĕ) пĕрремĕш пулчĕ. И.Сапринпа (Мускав облаçĕ) С.Гаврилов (Вăрмар поселокĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
30 çултан иртнĕ хĕр арăмсенчен 50 метрлă дистанцире спорт мастерĕн кандидачĕ Л.Чернова çĕнтерчĕ. О.Михайловапа Л.Агапова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Пурте Вăрмар поселокĕнчен вĕсем.
30 çултан иртнĕ арçынсенчен 50 метра чупса 38,85 çеккунт кăтартса О.Иванов çĕнтерчĕ. В.Петровпа В.Соборов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнă.
Арçынсем 4х50 метрлă дистанцире эстафетăра тупăшрĕç. Çивĕч кĕрешÿре «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕн команди çĕнтерчĕ.
Тепĕр кунне пултаруллă спортсменсем район чысне урамсен командисем хушшинче мала тухассишĕн Патăрьелĕнче ирттернĕ республикăри виççĕмĕш спартакиадăра хÿтĕленĕ. Тупăшăва Чăваш Енри 14 команда хутшăннă. Программăра виçĕ енлĕ тупăшасси пулнă: 4х25 метрлă эстафета, 1996-1997 çулсенче çуралнă хĕр ачасем стритбол вылясси тата 1994-1995 çулсенчи арçын ачасен мини-футбол.
25 метрлă эстафетăра ишсе район чысне О.Чернова, Н.Чернова, Е.Степанов, Д.Васильев хÿтĕленĕ, виççĕмĕш вырăн йышăннă. Мини-футболпа Вăрмарсене çĕнтерекенни пулман, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Стритболпа виççĕмĕш вырăна тухнă.
Пĕтĕмĕшле итогсемпе, район команди, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисем хыççăн виççĕмĕш вырăна тухнă.