30 августа 2011 г.
Комсомольски салинче пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе иртнĕ спорт ăмăртăвĕсене Йĕпреç, Комсомольски, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпÿ, Тăвай районĕсен командисем хутшăннă. Çулăмпа кĕрешекенсем 100 метра чупассипе, вĕренÿ башнин тăваттăмĕш хутне пусмапа улăхассипе, пушар вăхăтĕнче техника хатĕрĕсемпе усă курнине кăтартассипе тупăшрĕç. Çак конкурсенче Тăвайĕнчи 45 номерлĕ пушар хуралĕ çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Кĕмĕл медалĕ - Çĕрпÿсене, пăхăр медаль Вăрмар командине тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕ-командăна куçса çÿрекен Кубокпа наградăларĕç, призерсем Хисеп грамотисемпе медальсене тивĕçрĕç.
Шалти ĕçсен службин подполковникĕ, ăмăртăвăн тĕп судйи Александр Серебряков Вăрмар пушарникĕсен ăсталăхне уйрăммăн палăртрĕ, ăнăçусем сунчĕ. Çакăн евĕр мероприятисене малашне те ирттерме палăртрĕç пушар хуралĕн ĕçченĕсем.