30 августа 2011 г.
Çын яланах çут çанталăка, çĕре хăйĕн тусĕ вырăнне хурать. Мĕншĕн тесен çут çанталăкпа çĕр пурнăçа çуратакансем. Апла пулсан çут çанталăка та, çĕре те ачана пăхнă пек пăхмалла, упрамалла. Унсăрăн çут çанталăк илемĕ те, унăн чуна çĕклентерекен таса сывлăшĕ те, юхан шывĕ те куç умĕнчех çухалĕç.
Манăн Тăван çĕршывăм аслă Атăл тăрăхĕнче вырнаçнă. Вăл ешĕл вăрмансемпе, сарлака уй-хирсемпе, лăпкă юхан шывсемпе, кÿлĕсемпе, пĕвесемпе пуян. Вĕсене пире аслă асаттесем халалласа хăварнă, вĕсемпе тивĕçлĕ усă курса упрама пехил панă.
«Вăрманпа туслă çыннăн ĕмĕрĕ вăрăм», - тенĕ ваттисем. Пирĕн таврара çырма-çатра нумай. Вĕсем сарăлсах, тарăнлансах пыраççĕ. Çавна пула çулсерен вуншар гектар çĕр юрăхсăра тухать.
Çăлăнăç пĕрре - çырма-çатра таврашне йывăç ытларах лартмалла. Куçакан çĕре сиплĕ çерем витĕр, йывăç тымарĕсем ăна алăри пÿрнесем пек чăмăртаччăр. Ку тĕлĕшпе йăмраран лайăххи çук та пулĕ. Вăл хăвăрт çитĕнет, тымарсем те унăн тарăна каяççĕ.
Çурхи шывăн хăватлă юхăмĕ шырлансенчен тарăн çырмасем туса яма пултарать. Шыв юхăмĕн хăвăртлăхне çатан картасем тытса чакармалла, йывăçсем лартмалла.
Пирĕн ялта, ял çывăхĕнче паллă вырăнсем нумай. Вĕсенчен пĕри - Йăкăнат çăлĕ.
1906 çулта Йăкăнат ятлă арçын вăрман патне пурăнма куçса кайнă. Унта вăл пÿрт лартнă, пураласа çăл тунă. Нумай йывăçсем лартнă. Каярахпа вăл яла куçса килнĕ. Çăлне вара халĕ те Йăкăнат çăлĕ тесе калаççĕ. Çапла, ырă ĕç тусан ырă ят юлать.
Пирĕн шкула çуллахи кун пырса кĕрсен асамлă тĕнчене лекнĕ пек туятăн. Мĕн тĕрлĕ чечек çитĕнмест-ши кунта! Çакна асамçă туман, пурне те шкул ачисем биологи учителĕ ертсе пынипе тунă. Çакăн пек чечексем кашни килте, кашни хуçалăхра ешерччĕр. Çакă та эпир тума пултарайман ĕç мар. Манăн асанне çитмĕлтен иртнĕ çын пулсан та ахаль лармасть, чечексем çитĕнтерет. Пÿртре те чечексем нумай пирĕн, урамра та. Пÿрт умĕнче хитре чечексем çитĕнтернĕрен ял акатуйĕнче те чысланăччĕ-ха асаннене. «Урам илемĕ вăл - ял илемĕ», - тет асанне çамрăксене хавхалантарса.
Пирĕн аслă урамра йăмрасем нумай пулнă. Çак йăмрасене колхоз председателĕ Ф. Кандаков ларттарнă. Çав йăмрасем çинче питĕ нумай курак йăва çавăрнă. Çавăнтан ку урама Курак урамĕ теме пуçланă. Вăхăт иртнĕçемĕн йывăçсем ватăлнă, хăрнă.
Тăван тавралăх илемлентĕр тесе эпир, шкул ачисем, кашни çулах йывăç лартма тăрăшатпăр.