30 августа 2011 г.
Чупрĕ вăхăт çурхи кайăк вĕçнĕ пек,
Сÿнчĕ пурнăç çÿлтен ÿкнĕ çăлтăр пек.
Илтеймерĕм кăпăшка юр çунине,
Сисеймерĕм ĕмĕр хăвăрт иртнине.
Вăрмар поселокĕнче пурăнакан - Зоя Михайловна Михайлова çак кунсенче хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл августăн 23-мĕшĕнче 1931 çулта Çитмĕш ялĕнче, вăтам хресчен çемйинче çитĕннĕ. Пĕр тăвансем улттăн пулнă. Ашшĕ-амăшĕ ачасене ĕçсĕр ларма паман, вĕсене мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă.
- Вăрçă пуçланнă çул вун пĕрте кăна пулнă пулин те, хама вăрçă ачиех тесе калас килет. Вăл вăхăтра ялта çăкăрлă çемье сахал пулнă. 7-8 çулхи ачасем çуркунне юр айĕнчен тухакан крахмалланнă çĕр улмине пуçтарма каятчĕç. Эпир те колхоз хирне çĕрĕк çĕр улми пуçтарма тухаттăмăр. Пылчăк яваласа илнĕ кивĕ çăпатасем хывна-хывна юлатчĕç.
Вăрçă вăхăтĕнче выçăллă-тутăллă ларнă пулин те, ачасем пĕри те ĕçлемесĕр ларман. Çĕрне-кунне, ывăнма пĕлмесĕр, выçăллă-тутăллă ĕçленĕ. Сывлăхшăн та çав тери сиенлĕ пулнă ĕнтĕ çакă.
Качча кайса çемьеллĕ пултăмăр. Юратнă мăшăрпа виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăратрăмăр.
Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра ырми-канми тăрăшнă. Çак вăхăт хушшинче ир-ирех тăрса, кĕркунне-çуркунне пылчăк çăрса, хĕллехи шартлама сивĕре, çил-тăман алхаснă вăхăтра фермăна васканă... Çамрăк ĕмĕр иртсе кайрĕ, вăй-хал чакса пырать, пĕччен пурнăç çăмăл мар», - тет Зоя аппа. Çавăнпа та ватă çынна Вăрмар районĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕн социаллă ĕçченĕ, Альбина Анатольевна Анилина пăхса тăрать. Вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ. «Вăл пулмасан мĕнле пурăнаттăм-ши;», - тет Зоя Михайловна. Тав сăмахĕсем çеç калать вăл пултаруллă социаллă ĕçчене.
«Хаяр кунсен йывăр саманчĕсене аса илес килмест пулин те, хушăран пуçа пырса кĕреççĕ те куçран ирĕксĕрех куççуль тухать. Çулĕ шутлама нумай та мар пек туйăнать, анчах та кун-çулĕ хăвăрт утнă чухне çаврăнса пăхнă пек кăна хыçа юлать», - калаçăва тăсать Зоя Михайловна, иртнине аса илнĕ май.
Нумай-нумай пурăнмалăх çирĕп сывлăх сунас килет хисеплĕ ватăна, хăрушă вăрçа тÿссе ирттернĕ хастар хĕр арăма.