30 августа 2011 г.
Çĕр улми тухăçĕ чакнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри колорадо нăрри тесе шухăшлать чылайăшĕ. Теприсем вара фитофторозпа сиенленнĕрен теççĕ. Анчах чи хăрушă чир вăл - глободерез, ăна çĕр улми нематоди çуратса аталанма май парать.
Çĕр улми нематоди чылай çĕршывра сарăлнă. Чире пуçласа иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенче Балтика тăрăхĕнче тупса палăртнă. Каярах Белоруçре тата Украинăра асăрханă. Раççейре вара нематодăна пĕрремĕш хут иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçĕнче асăрханă.
Чăваш Енре ăна 1980 çулта Çĕмĕрле районĕнче тупнă. 2008 çул тĕлне нематодăна 12 районта, 3854 хушма хуçалăхра тупса палăртнă. Чир вăйлă аталансан иккĕмĕш çăкăр тухăçĕ 75-90 процент таран чакать. Нематода - çĕр улми мурĕ, вăл баклажанпа помидора та сиенлет. Аталану тапхăрĕнче çĕр улмипе, ытти ÿсен-тăранпа, транспорт хатĕрĕсемпе, ял хуçалăх инвентарĕпе, çынсемпе тата чĕр чунсемпе, çумăр шывĕпе тата çилпе сарăлать.
Çуркунне, сывлăш температури ăшăнсан çĕр улми нематодин вĕтĕ хурчĕсем тухма тытăнаççĕ. Вĕсем çĕр улмин çамрăк тымарĕнче вырнаçаççĕ. Çитĕнсе пыракан çамрăк ама малтанах - шурă, кĕр енне хăмăр тĕслĕ пулать, тăпрара 10 çул е ытларах та пурăнма пултарать. Çак чир ернĕ ÿсен-тăран япăх аталанать, аялти çулçисем сарăхса шанаççĕ, тымарĕсем - çинçе, çимĕçĕсем вĕтĕ е пачах та çук.
Çĕр улми нематодипе агротехника мелĕпе кăна кĕрешме май пур: пусă çаврăнăшне пăхăнмалла е чире парăнман хăяр, купăста, кăшман, кишĕр, нумай çул ÿсекен курăк сорчĕсене акмалла. Çĕр улмине илес пулсан ăна çак чире парăнман сортсемпе «Агрия», «Аноста», «Бимонда», «Импала», «Кондор», «Латона», «Миракел», «Никита», «Розара», «Сантэ», «Бронницкий», «Гранат», »Жуковский ранний», «Кристалл», «Лукьяновский», «Нида», «Пригожий-2», «Пушкинец», «Росинка» ылмаштарсан аванрах.
Халăх меслечĕсенчен чи ансат та тухăçлă мелсенчен пĕри - ыраш е горчица акни. Нематодăпа сиенленнĕ лаптăкран çĕр улмине иртерех кăларса сентябрь çурриччен ыраш е горчица акса хăвармалла. Сивĕсем пуçланиччен вăл калчаланса çĕре нематодăна пĕтерекен веществосем - колинсем - кăларма ĕлкĕрет. Çуркунне, çĕре сухаланă хыççăн, унта татах çĕр улми çитĕнтерме пулать.