30 августа 2011 г.
Хĕрлĕçырти «Тихонов Н.А» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вырма ĕçĕсене тахçанах вĕçленĕ. Çĕр лаптăкĕ те пысăк мар, 65 гектар çеç унăн. 15 гектар çурхи тулă, 40 гектар урпа йышăнать. Ытти - çĕр улми. «Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă», - тенĕ пек кăçал пысăк тухăçпа савăнтарчĕ вăл. Кашни гектартан вăтамран 45 центнер пуçтарса илнĕ. Агротехникăлла мĕн пур мероприятисене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланипе пулнă çак çитĕнÿ. Кăçалхи лайăх çанталăкпа усă курса В.Черкасов комбайнерпа ăна пулăшаканĕ С.Сергеев çитĕнтернĕ тыр-пула кĕске вăхăтра пухса кĕртрĕç. Сăмах май каласан, Владимир Алексеевич комбайнер 1967 çултах Етĕрнери профтехучилищĕрен вĕренсе тухнă. Çавăнтанах «хир карапĕн» штурвалне çирĕп тытса пырать. Республикăри тата районти комбайнерсен хушшинчи ăмăртура пĕрре кăна мар малтисен ретне тухнă вăл. «Вун пĕрмĕш пилĕкçуллăх ударникĕ» тата «Вун иккĕмĕш пилĕкçуллăх ударникĕ» знаксене тивĕçнĕ вăл. Паян кун та 1992 çулта туса кăларнă «СК-5-Нива» комбайна тухăçлă ĕçлеттерет. Комбайн патĕнчен йĕтеме тырă турттарнă çĕрте фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕн Н.Тихоновăн ывăлĕ Алексей тăрăшулăх кăтартрĕ.
- Тухăçлă тыр-пул çитĕнтернинче коллективри А.Петров сварщикăн, В.Васильевпа О.Григорьев рабочисен тÿпи пысăк, - тулли кăмăлпа каласа парать Николай Аверьянович фермер.
Кĕçех вĕсем çĕр улми кăларма пуçлаççĕ.