30 августа 2011 г.
Районти Культура çуртĕнче иртнĕ вĕрентекенсен августри конференцине ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, райадминистарцин пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов хутшăннă. Вĕрентÿ ĕçченĕсен августри конференцине «Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕ çинчен» саккун проектне халалланă.
Канашлăвăн пĕрремĕш кунĕнче педагогсенчен йĕркеленĕ ушкăн ĕçленĕ. Вĕсенче пурĕ 150 çын хутшăннă. Çав шутран шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен, шкулсенчи, хушма пĕлÿ паракан вĕрентекенсем, хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ашшĕ-амăшĕсенчен йĕркеленĕ общественноç хутшăннă.
Конференцие райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов уçрĕ, «Çĕнетÿ условийĕсенче Вăрмар районĕнчи вĕрентÿ системине лайăхлатасси» темăпа доклад турĕ.
Унтан Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин сăмах илчĕ, вĕрентекенсене çывхарса килекен Пĕлÿ кунĕпе саламларĕ. «Обществăшăн учитель професси пысăк вырăн йышăнать.Пирĕн районта пултаруллă вĕрентекенсем чылай. Вĕсенчен нумайăшĕ республика, Раççей шайĕнчи ăсталăхăн тĕрлĕ тупăшăвĕсенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăраççĕ.
Паянхи вĕрентĕвĕн инфратытăмĕ вăл - çĕнĕ шкул çурчĕсем. Район администрацийĕ хитре, хăтлă шкулсем пулччăр тесе сахал мар тăрăшать. 2008 çулта Пысăк Енккассинче капмар шкул уçăлчĕ. Хальхи вăхăтра вара Пинерте çĕнĕ шкул тăвассипе ĕçсем пыраççĕ. Унсăр пуçне Аслă Чак, Кĕтеснер, Чупай, Чулкас тата ытти шкулсене тĕпрен юсанă.
Талантлă ачасене хавхалантарассипе те тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа муниципаллă стипендие 20 ача илсе тăрĕ. Вĕрентекенсен ĕç укçи те ÿсĕ. Пĕтĕмĕшле каласан шкул ĕçĕ-хĕлĕ çулран çул ÿссе пыни куç кĕрет.
Хисеплĕ вĕрентекенсем! Сире пурне те пархатарлă ĕçшĕн тав тăватăп. Сирĕн вĕренекенсем çĕршыва юрăхлă граждансем пулса ÿсессе шанатăп», - терĕ Константин Владимирович. Унтан вĕрентÿ системинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ педагогсене райадминистрацин Хисеп грамотипе наградăларĕ. Ăна Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти пуçламăш классене вĕрентекен Е.Васильева, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти физика учителĕ О.Васильева, тăваттăмĕш номерлĕ «Ромашка» ача сачĕн музыка руководителĕ С.Васильева, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен С.Иванова, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта информатика тата математика предмечĕсене вĕрентекен И.Николаева, пуçламăш классене вĕрентекен И.Ефремова, Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Е.Николаева, Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Никитина, Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Н.Степанова,Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта истори предметне вĕрентекен Н.Тимофеев, Мăнçырмари вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Т.Цыркунова, Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта физкультура предметне вĕрентекен С.Чубукова тивĕçрĕç.
ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев районти мĕн пур вĕрентекенсене саламларĕ, ЧР Президенчĕн укçан парса хавхалантаракан республикăри конкурсăн çĕнтерÿçин свидетельствине »Солнышко» ача сачĕн воспитательне Л.Захарована пачĕ. Çавăн пекех ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине пирĕн районтан чылай педагог тивĕçрĕ.
Конференцире çавăн пекех тĕп доклада сÿтсе явма пĕрремĕш номерлĕ «Березка» ача сачĕн заведующийĕ Е.Никонорова, А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкул директорĕ П.Егоров, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта биологи предметне вĕрентекен Н.Кузьмина тата ытти вĕрентекенсем те хутшăнчĕç.
Вĕрентекенсен августри конференцийĕнче çавăн пекех районти вĕрентÿ учрежденийĕсен электронлă презентаципе паллашма та тÿр килчĕ.Çавăн пекех районти тĕп библиотека йĕркеленĕ кĕнекесен куравĕ те иртрĕ.