26 августа 2011 г.
Кăçалхи çул райпо ĕçченĕсемшĕн паллă çул пулчĕ. Раççей потребителĕсен кооперацийĕ 180 çул тултарнине пирĕн республикăра, çавăн пекех хуласемпе районсенче анлăн паллă турĕç. Чăвашпотребсоюз, район администрацийĕ, Вăрмар райповĕ йĕркеленипе поселокри тĕп лапамра çак ятпа пурин асĕнче юлмалăх савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта Вăрмар район пуçлăхĕ В.Павлов, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В.Павлов, Чăвашпотребсоз правленийĕн председателĕ Л.Абрамова, Вăрмар райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов, Октябрьски райпо канашĕн председателĕ Р.Почемов тата ытти яваплă çынсем хутшăннă.
Палăртма кăмăллă: Вăрмар райповĕ паян аталану çулĕпе сулмаклăн утать. Кунта çулран-çул суту-илÿпе пулăшу ĕçĕсене анлăлатса, производство хăватне ÿстерсе, пурлăхпа техника базине çирĕплетсе пыраççĕ. Паллах, хăй тĕллĕн нимĕн те пулмасть: палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме сахал мар вăй хумалла. Вăрмар райповĕн туслă та ĕçчен коллективĕ, пуçлăхсем пĕлсе, малашлăха курса ертсе пынипе çитĕнÿсем тăвать. Çавна май кăçалхи 7 уйăх кăтартăвĕсем те курăмлă. Потребкооперацин тĕп ĕçĕ - суту-илÿ. Çак ĕçре 100 яхăн çын вăй хурать. Ваккăн тавар сутассин тата обществăлла апатланăвăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ кăçалхи 7 уйăхра 105 миллион та 453 пин тенкĕпе танлашнă. Ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕ - 85 миллион та 186 пин тенкĕ. Обществăлла апатлану предприятийĕн - 20 миллион та 267 пин тенкĕпе танлашнă. Вĕсенчен 11 миллион та 877 пин тенкĕлĕх хăйсен вăйĕпе продукци туса кăларнă. Райпо аталанăвĕнче производство пысăк вырăн йышăнать. Тепĕр майлă каласан унăн тĕп шăнăрĕ пулса тăрать. Çак тапхăрта райпон «Нива», «Вăрмарти çăкăр завочĕ», «Надежда» тулли мар яваплă обществăсем пурĕ 14 миллион та 866 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Суту-илÿсĕр пуçне хатĕрлев ĕçĕсемпе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Кăçалхи 7 уйăхра ял хуçалăх продукцине халăхран 12 миллион та 992 пин тенкĕлĕх туяннă.
«Пирĕн райпора 300-е яхăн çын вăй хурать. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ ĕç пурнăçлаççĕ: суту-илÿре, производствăра, общество апатланăвĕнче, йăла пулăшăвĕнче тăрăшаççĕ. Çакăн пек пысăк хуçалăха йĕркеллĕ тытса тăрасси, паллах, кадрсенчен нумай килет. Эпир опытлă, нумай çул ĕçлекен ветерансемпе те, вĕсенчен вĕренсе ăсталăха туптаса пыракан çамрăксемпе те мухтанма пултаратпăр. Коллективра кашниех хăй вырăнĕнче вăй çитнĕ таран тăрăшать», - тет райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май. Ял çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме, пурнăçне çăмăллатма тăрăшаççĕ. Район центрĕнчен аякра вырнаçнă пĕчĕк ялсенчи лавккасене те тытса тăраççĕ, вырăнти халăха меллĕрех пултăр теççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан райпо хуçалăхĕн ĕçĕ нумай енлĕ. Раççей потребительсен кооперацийĕ 180 çул тултарнă уява та лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç вĕсем. Çак ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Вăрмар райповĕнче тăрăшса вăй хуракансене саламларĕ, социаллă миссие пурнăçлакан потребкоопераци ĕçченĕсене ăнăçу сунчĕ.
«Районăн социаллă-экономика аталанăвĕнче сирĕн тÿпе пысăк. Сирĕн ĕç тĕрлĕ енлĕ: суту-илÿпе, хатĕрлевпе, производствăпа пĕрлех вун-вун тĕрлĕ тĕрлĕ пулăшу ĕçĕ вăй илсе пырать. Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтересси, çак ĕçĕн пахалăхне ÿстересси потребкооперацин социаллă миссийĕ шутланать. Çак миссие Вăрмар райповĕ хăйĕн тÿпине туллин хывать. Сире пурне те уяв ячĕпе саламлатăп, ĕçре çитĕнÿсем сунатăп», - терĕ Константин Владимирович уява пухăннă халăха саламланă май.
Çавăн пекех уяв ячĕпе Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В.Павлов, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Л.Абрамова, Вăрмар район пуçлăхĕ В.Павлов, райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов тата ытти яваплă çынсем саламларĕç, райпора тăрăшса вăй хуракансене ĕçре ÿсĕмсем тума çирĕп сывлăх сунчĕç. Унтан Вăрмар райповĕпе тачă çыхăнура ĕçлекен «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) пуçлăхне Г.Ямукова, ял хуçалăх продукципе тăтăшах тивĕçтерсе тăракан Шăплатри А.Игнатьева, Пысăк Енккассинчи Р.Александрована, районти тырă йышăнакан пунктăн директорне В.Александрова Тав çырăвĕ парса чысларĕç. РФ Перекет банкĕн Çĕрпÿри уйрăмĕн Вăрмарти хушма офисĕн пуçлăхĕ С.Петрова чылай çул пĕрле тачă çыхăнура ĕçленĕшĕн райпо канашĕн председательне С.Харитонова тав турĕ, парне пачĕ.
Уявра асра юлмалли самантсем чылай пулчĕç. Çак кун райпон «Вăрмарти çăкăр завочĕ», «Нива», «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăсем хăйсен туса кăларнă продукципе вырăнти халăха сăйларĕç. Поселокри райпон 8 лавкки, Чулкасри, Кивĕ Вăрмарти лавккасем хăйсен палаткисене вырнаçтарса уява килнисене тавар сĕнчĕç. Çавăн пекех кунта Етĕрнери, Вăрнарти аш-какай комбиначĕсен продукцине тутанса пăхма та май килчĕ.
Чылайччен савăнчĕ халăх уявра. Ăна илем кÿрекенсем чăваш эстрадин çăлтăрĕсем пулчĕç. Вĕсем хăйсен çепĕç сассисемпе таврана илемлĕ юрăпа тыткăнларĕç. Уяв ячĕпе фейерверк пулчĕ. Унăн çулăмĕ ялкăшса тавралăха çутатрĕ, уява килнĕ халăха çутă малашлăх сунчĕ.