АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай, Вăрмар - туслăха тăсар

23 августа 2011 г.

Иртнĕ кунсенче Кивĕ Вăрмарти Культура çурчĕ çумĕнчи «Мерчен» фольклор ушкăнĕпе Тăвай районĕнчи Улянкăна çул тытрăмăр.Çак ялти Иустина Федоровнана тата унти ялти ытти çынсене хисеп туса хамăрăн пултарулăха кăтартас тĕллев пулчĕ пирĕн. Утă вăхăчĕ пулин те, ялти клуба çын нумай пухăнчĕ.

И.Андреева «Заря» колхозра хăй вăхăтĕнче кладовщица пулса ĕçлесе ирттернĕ. Хăй ĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса пынă, ялта та, колхозра та хисеплĕ çын пулнă. Ватă пулин те питрен-куçран çамрăк курăнать, çаврăнăçуллă. Ĕлĕкхи пекех ларма-тăма пĕлмест, чĕлхи-çăварĕ чуна уçать.

Концерт анлăрах та пуянрах пултăр тесе кÿршĕллĕ Кавал ялĕнче те, районта та, республикăра та паллă, «ЧР Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята илнĕ В.Табаков культура ĕçченне те йыхравларăмăр. Хăйĕн çепĕç сасăллă мăшăрĕпе, Маргарита Борисовнапа, концерта хутшăнса çĕнĕ сăвви-юррисемпе паллаштарчĕ. Ял халăхне савăнтарчĕ, пуçтарăннисем нумай вăхăт хушши алă çупса унăн сăвви-юррисене хакланине кăтартрĕç. Концерта ертсе пыракан Галина Андреевнапа та куракансем интересленчĕç. Вăл çав тери пултаруллă пулни тĕлĕнтерчĕ. Эпир те хамăрăн районти культура ĕçченĕсем çинчен кăларнă «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн номерĕсене илсе кайрăмăр. Вĕсене куракансене салатса патăмăр.

Галина Андреевна та хăй тĕллĕн баянпа выляса та, юрласа та савăнтарчĕ.

Улянкă ялĕ Йăнтăрчă ял тăрăхне кĕрет. Вĕсем те айккинче юлмарĕç - И.Андреевапа, ял халăхĕпе, пирĕнпе пĕрле пулчĕç. Иустина Федоровнана саламларĕç, пире те ырă ĕçшĕн тав турĕç.

Малтан, чăваш йăлине асра тытса çăкăрпа тăвара тĕрĕллĕ шурă пит шăлли çине хурса зала илсе тухрăмăр. Иустина Федоровнапа мăшăрĕ умне пуç тайса çăкăра пуçлама сĕнтĕмĕр. Курка тулли кăпăклă сăра та пулчĕ уявра. Залра ларакансем пурте ас тиврĕç пирĕн кучченеçе, тав турĕç. Ачасене пылак çимĕçпе хăналарăмăр. Ун хыççăн сцена çине тухьяллă, хушпуллă, чăваш тумĕ тăхăннă хĕрсемпе арçынсем тухрĕç. Концертра нумай номер пулчĕ. Кашни номер хыççăнах Улянкăсем тăвăллăн алă çупрĕç. Анне çинчен ытларах юрлама сĕнчĕç. Концерт пĕтсен те куракансем саланма васкамарĕç. Иустина Федоровна Вăрмар енчен килнисене хăй патне илсе кайрĕ, хăна турĕ.

Клубра чухне куракансен умĕнче Иустина Федоровнапа мăшăрне хисеплесе парне патăмăр, ырă сунса кĕтсе илнĕшĕн тав турăмăр. Пурне те ырлăх-сывлăх, телейлĕ пурнăç сунтăмăр. Хамăр патне те концертпа килсен кăмăл туса хапăл туса йышăнма шантартăмăр. Çапла кÿршĕллĕ районсенче пурăнакансен туслăхĕ çирĕпленсе пырать. Эпир ырă ĕç туни куç кĕретех. Ытти культура ĕçченĕсене те пирĕн ĕçе шута илме чĕнсе калатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика