23 августа 2011 г.
Юлашки çулсенче республикăра социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ÿсĕмĕ курăмлă вырăн йышăнать. Çакă республикăна тулли инфратытăмпа, газпа тивĕçтернине, халăх пурăнакан пĕтĕм вырăна тенĕ пекех çыхăнтаракан асфальтлă çулсен тытăмне, мĕн пур вырăнта хальхи информаципе коммуникаци технологийĕсемпе усă курма май пулнине, чылай енĕпе тĕнчери чи пысăк стандартсене тивĕçтерекен сывлăх сыхлавĕн тата вĕрентĕвĕн тытăмĕсене кĕртсе, тивĕçтерни те. Кăçалхи 7 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика кăтартăвĕсене хакланă май пирĕн район курăмлă кăтартусемпе палăрчĕ.
Ял хуçалăхĕ
Пысăк пĕлтерĕшлĕ «Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проектĕнче малашлăх валли выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине хăвăрт аталантармалли, хуçалăх ĕçĕн пĕчĕк формисен аталанăвне хавхалантармалли мерăсем палăртнă. Çавна май районти ял хуçалăх отраслĕнче те ÿсĕм пур. Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче пур категориллĕ хуçалăхсенче аш-какай, çăмарта иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ытларах туса илнĕ. Çак тапхăрта аш-какай - 1764,1 тонна, çăмарта 5410,5 пин штук туса илнĕ. Сĕт сăвăмĕ ÿсни те савăнтарать. Кăçалхи 7 уйăхра 9651,1 тонна сĕт туса илнĕ. Районти хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх шучĕ ÿсни ял хуçалăх производствине курăмлă ÿсĕм парать. Пур категориллĕ хуçалăхсенче вĕсен шучĕ 1276 пуç ÿснĕ. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышĕ 10844 пуç шутланать, ку иртнĕ çулхи çав вăхăтпа илсен 113,3 процентпа танлашать. Ĕне шучĕ пур категориллĕ хуçалăхсенче 4233 пуç шутланать (районти ял хуçалăх предприятийĕсенче - 519 пуç), çакă иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 102,2 процентпа танлашать. Сысна ĕрчетессипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ хуçалăхсем. Вĕсем хальхи вăхăтра пур категориллĕ хуçалăхсенче 12858 пуç шутланаççĕ (124,5 процент), çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче - 1246 пуç (158,3 процент). Пур категориллĕ хуçалăхсенче кайăк-кĕшĕк ĕрчетесси 12,446 пин пуçпа танлашнă, çакă иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 6 процент ытларах. Кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи ăнăçлă ĕçлесе пырать.
Районти хуçалăхсенче ĕççи хĕрсех пырать. «Çурхи кун çулталăк тăрантарать», - текен ваттисен каларăшне хуçалăх ĕçченĕсем асра тытаççĕ. Çавна май кăçал ял хуçалăх предприятийĕсем тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем пурĕ 15803 гектар акнă (иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан - 106 процент). Унсăр пуçне çĕр улми - 1427 (109,8 процент), пахча çимĕç - 66 гектар (224 процент) лартнă.
Ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен пĕтĕмĕшле пухса илмелли лаптăкĕ -14949, çĕр улми - 1349,5, пахча çимĕç 64 гектар шутланать. Кăçалхи августăн 22-мĕшĕ тĕлне тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене - 12350 гектар çинче пухса кĕртнĕ. Тухăç пĕр гектартан 26,5 центнерпа танлашать. Пурĕ 32696 тонна тырă пÿлмесене кĕртнĕ. Унсăр пуçне утă - 4594, силос - 1050,сенаж - 4000, витаминлă курăк çăнăхĕ - 300 тонна хатĕрленĕ.
Кăçал ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман 3635 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртессипе ĕçлеме палăртнă. Хальхи вăхăтра 386 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Ку енĕпе Пысăк Енккассинчи «Тимофеев Николай Васильевич», «Сергеев Вячеслав Михайлович» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, Кавал ял тăрăхĕнчи «АкзегитПромГрупп» тулли мар яваплă общество, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи, Кĕтеснер ял тăрăхĕнчи «Яковлев Владимир Николаевич», Кĕлкеш ял тăрăхĕнчи «Ванюков Владимир Николаевич» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.
«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйрăм кил хуçалăхне аталантарма кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 360 хуçалăх çăмăллăхлă кредит 62782,7 пин тенкĕлĕх илнĕ.
Ваккăн тавар сутасси
Пĕчĕк предпринимательлĕхе шутламасăр, ваккăн тавар сутмалли тавар çаврăнăшĕ 115,3 миллион тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 99,8 процент. Райпон ваккăн тавар сутмалли тавар çаврăнăшĕ кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче 85,2 миллион тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан хальхи хакпа 127,3 процент ÿснĕ.
Промышленноç аталанăвĕ
Республика, çавна май район экономики çирĕпленсе пырать. Производствăна лайăхлатма инвестицисем ăнăçлă хывнă тĕслĕх пирĕн нумай. Юлашки çулсенче хамăр туса кăларакан продукци калăпăшĕ ÿсни те куç кĕрет. Кăçалхи 7 уйăхра пысăк тата вăтам предприятисем туса кăларакан продукци 1523,9 пин тенкĕпе танлашнă, çакă иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 202 процент. Районти пĕчĕк предприятисем хăйсем туса кăларакан тавара 108,389 миллион тенкĕлĕх ăсатнă, çакă 124,5 процент пулать.
Строительство
Пирĕн район пурăнмалли çурт-йĕр строительствин калăпăшне çине тăрсах вăйлатса пырать, çавна май пурăнмалли çурт-йĕр строительствин çулленхи хăвăртлăхĕ те ÿсет.
Пирĕн тĕп тĕллев - социаллă пĕлтерĕшлĕ çурт-йĕр фончĕ валли хаклă мар, хăвăрт çĕклемелли пысăк мар калăпăшлă хваттерлĕ çурт-йĕр строительстви енĕпе пилот проекта пурнăçламалла. 2011 çулхи 7 уйăхра пĕтĕм çăл куçсенчен капиталлă строительствăна 121956,1 пин тенкĕ хывнă, иртнĕ çулхи çак вăхăт тĕлне 71,2 процент. Строительствăпа монтаж ĕçĕсене 101969,7 пин тенкĕлĕх пурнăçланă, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 71,5 процент.
Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче пĕтĕм çăл куçсенчи укçа-тенкĕпе усă курса 11112 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тунă, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлашатарсан 104,2 процент.
Демографи
Кăçалхи 7 уйăхра районта 171 ача çуралнă, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 19 ача нумайрах. Çавăн пекех 277 çын вилнĕ, ку иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 15 çын сахалрах.
Çак вăхăтра 66 мăшăр пĕрлешнине регистрациленĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 3 мăшăр сахалрах. 35 мăшăр уйрăлма шутланă, пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 2 мăшăр сахалрах.
Пĕрлештернĕ бюджета пурнăçлассин пĕтĕмлетĕвĕсем
2011 çулхи 7 уйăхра пĕрлештернĕ бюджетăн тупăш пайне 57 процент пурнăçланă, республика бюджетĕнчен пĕрлештернĕ бюджета 162914,9 пин тенкĕ кĕнĕ. Хамăр вăйпа туса илнĕ тупăш 33090,2 пин тенкĕпе танлашнă. Çавăн пекех каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ республика бюджетĕнчен 129824,7 пин тенкĕ кĕнĕ, çакă 56,8 процентпа танлашать.
Тÿлевлĕ пулăшу
Пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсене кĕмен организацисем халăха тÿлевлĕ пулăшу панă ĕçсен калăпăшĕ кăçалхи 7 уйăхра 70,1 миллион тенкĕпе танлашнă, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе илсен 113 процент.
Çулталăк вĕçĕнче тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем парассин калăпăшĕ татах та палăрмаллах ÿссе пырĕ.
Обществăлла апатлану
Райпон обществăлла апатланăвĕн тавар çаврăнăшĕ кăçалхи 7 уйăхра 20,267 миллион тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе илсен - 111,1 процент.
Уйăхри вăтам ĕç укçи
Пысăк тата вăтам предприятисенче, организацисенче ĕçлекенсен 2011 çулхи январь-июль уйăхĕсенче 9779,4 тенкĕпе танлашнă, çакă иртнĕ çулхи çав вăхăтпа танлаштарсан 3,9 процент ытларах. Экономика ĕçĕ-хĕлĕн тĕсĕпе илес пулсан финанс ĕçĕ-хĕлĕнче ĕç укçи ÿснĕ, вăл 14845,1 тенкĕпе (98,1 процент) танлашнă. Комуналлă, социаллă пулушу ĕçĕсем парас сферăра чи пĕчĕк ĕç укçи- 5691,7 тенкĕ.
Ĕçпе тивĕçтересси
Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне районти ĕçпе тивĕçтерекен центра 828 çын пынă. 2011 çул пуçланнăранпа ĕçсĕррисен йышĕ 256 çынран 83 çын таран чакнă. Ĕçсĕррисен шайĕ 0,5 процент пулнă, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 0,5 процент.
Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен центр тăрăшнипе 782 çынна вăхăтлăха тата яланлăха ĕç тупса панă.
Вăтам бизнес
Экономика аталанăвĕн тĕп резервĕсенчен пĕри вак предпринимательлĕх аталанăвĕ шутланать. Çавна май ĕç вырăнĕсем те хушăнса пыраççĕ. Продукци туса кăларасси, вĕсен ассортименчĕ, тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем парасси ÿсет.
Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне районта юридици сăпатри пĕчĕк тата вăтам предпринимательсем - 121, уйрăм çын предпринимательсем 773 шутланнă. Ку сферăра 2073 çын тăрăшать, çакă районта ĕçлекенсен 42,4 проценчĕ. Кăçалхи январь-август уйăхĕсенче пĕчĕк тата вăтам бизнес сферинче хушма ĕç вырăнĕ 107 йĕркеленĕ.
Предпринимательлĕх экономикăн пур отрасльне те тытса тăрать. Пĕчĕк тата вăтам предприятисем ытларахăшĕ ял хуçалăх отраслĕнчи ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларассипе çыхăннă. Вĕсем пирĕн районта 34 (хресчен (фермер), ял хуçалăхĕнчи потребительсен кооперативĕсемпе пĕрле) шутланаççĕ. Çакă 28,1 процентпа танлашать.
Промышленноç предприятийĕсем те кал-кал ĕçлесе пыраççĕ. Вак тата вăтам бизнесри предприятисен шучĕ - 32 (26,4 процент). Пулăшу ĕçĕсем кÿрессипе тата ытти енĕпе ĕçлекен предприятисем 19 (15,7 процент) шутланаççĕ. Вак бизнесри строительство ĕçĕпе çыхăннă 4 предприяти ĕçлет. Кăçалхи 7 уйăхра пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре вăй хуракансем 4664,35 пин тенкĕ налук тÿленĕ.