АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики вырмана вĕçлерĕ

19 августа 2011 г.

Хуçалăх ĕç кăтартăвĕсемпе республикăра тухăçлă ĕçлесе пыракан общество. Коллектива нумай çул хушши пултаруллă ертÿçĕ, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Петров ертсе пырать. Асăннă хуçалăх кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе тĕллевлĕн ĕçленисĕр пуçне çĕршер-çĕршер гектар çинче тыр-пул туса илнине вулакан пĕлет ĕнтĕ.

«Ир вăранакан тутă пулнă», - тесе калакан ваттисен каларăшне тĕпе хурса ĕçлеççĕ фабрика ĕçченĕсем. Çавăнпа та пур ĕçе те районти ытти хуçалăхсенчен малтан тытăнаççĕ. Пуçланине ырана хăвармасăр, ĕçе пĕлсе, тĕплĕн пурнăçлама тăрăшаççĕ туслă коллективра. Йывăрлăх умĕнче пуçа усмаççĕ. Пĕлтĕрхи çанталăкра та Киввăрмарсем пĕр гектартан 25,7 центнер тырă пуçтарса илме пултарнă пулсан, кăçал вара гектартан тухакан тухăç хуçалăх ĕçченĕсене чăннипех савăнтарать: кĕрхи тулă пĕр гектартан вăтамран 40 центнер тухнă, урпа - 52 центнер, кĕрхи ыраш тухăçĕ 61 центнерпа танлашать. Хуçалăх пуçлăхĕ Н.Петров общество ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă, уйрăмах коллективра çамрăксем пурри ертÿçĕне ĕçре хавхалантарать, шанчăк парать. Вĕсенчен пĕри - Д.Войков. Денис Войковăн пултарулăхне уйрăммăн палăртса хăварас килет.

Ĕçе чунтан парăннă çамрăк каччă кăткăс техникăна тухăçлă ĕçлеттерет. Пултаруллă çамрăк - ЧР Президенчĕн стипендиачĕ. Вăл кăçалхи вырмара «AGROS-530» комбайнпа çĕршер центнер тырă çапса илнĕ. Киввăрмарсем районти хуçалăхсенчен вырмана пĕрремĕш вĕçленинче Денисăн тÿпи те пысăк», - тет Николай Петрович директор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика