16 августа 2011 г.
Район центрĕнчи тĕп стадионта халăх чылай пуçтарăннă. Паян кунта Вăрмар поселокĕнчи «Дина» футбол клубĕпе Энĕшпуçĕнчи футболистсен команди финалти ăмăртăвĕсем иртмелле. Тупăшу пуçланиччен вăхăт пур-ха. Стадиона килекенсем хушшинче эпĕ хĕрлĕ спорт костюмĕ тăхăннă яштака пÿ-силлĕ, вăтам çулсенчи арçынна асăрхарăм. Ку вăл Кивĕ Вăрмарта çуралса ÿснĕ, халĕ Новокузнецк хулинче пурăнакан Владимир Алексеевич Иванов пулчĕ.
– Ялтан тухса кайнăранпа вăхăт нумай иртрĕ. Çак тапхăрта тăван ялăм чылай çĕнелсе улшăннă. Çыннисене те çийĕнчех палласа илеймĕн. Шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташсем те сахалланса юлнă. Район центрĕнчи стадионта футболистсен ăмăртăвĕ пулать тенине илтсен, кунта васкарăм, - пĕлтерчĕ инçетрен килнĕ пирĕн хаклă хăна. Çывăхрах паллашатпăр: Кивĕ Вăрмар ялĕнче 1958 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Ялти сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕве малалла Вăрмарти иккĕмĕш вăтам шкулта ÿстернĕ. Шкулта физкультура учителĕ Ю.Веденеев пулăшнипе хăйĕн спортри ăсталăхне ÿстерсех пынă. Çамрăк каччă йĕлтĕр спортне килĕштернĕ. Тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă, ăсталăха лайăхлатнă.
1975 çулта, вăтам шкул хыççăн, Шупашкарти электротехникума вĕренме кĕрет. Кунта вара спортри ăсталăха ÿстерме майсем татах та ытларах. Йĕлтĕрпе чупассипе СССР спорт мастерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Криуков пулăшнипе кĕске вăхăтрах спортра çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума пуçлать. Шупашкарта ирттернĕ ăмăртусенче темиçе хутчен те призер тата чемпион пулать.
1976 çулта Архангельск хулинче «Пĕтĕм Союзри Беломорск вăййисем» ирттернĕ. В.Иванов унта пысăк çитĕнÿ тунă. 15 тата 25 километрлă дистанцисенче иккĕмĕш вырăнсене йышăннă, СССР спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.
1978 çулта техникумран вĕренсе тухнă хыççăн ăна Совет Çарне службăна илеççĕ. Çĕршывăн кăнтăрти çар чаçне лекнĕ пирки унăн йĕлтĕр спортне «манма» лекет. Юр çуман тăрăхра виçĕ çул сисĕнмесĕрех иртсе каять.
Салтакран демобилизаци йĕркипе таврăнсан Кузбаса тухса каять. Хĕвел анăç Çĕпĕр металлурги комбинатĕнче вăй хума тытăнать. Çавăн чухне ĕнтĕ вăл йĕлтĕр спорчĕ çине пысăк тимлĕх уйăрать. Ăмăртусенче лайăх результатсем кăтартать. 1989-1990 çулсенче йĕлтĕрпе чупса Кузбасра мала тухассишĕн тупăшусем тăтăшах йĕркеленĕ, пирĕн ентеш вĕсенче яланах призерсен йышĕнче пулнă.
- 50 километрлă марафон дистанцийĕ манăн чи юратаканни, - тет Владимир Алексеевич.
Ку хутĕнче те ăмăртăва çĕршыври чи пултаруллă йĕлтĕрçĕсем, чемпионсемпе призерсем нумаййăн тухнă, кашниех çĕнтерме ĕмĕтленнĕ. Анчах та çакă чăваш каччине нимĕн чухлĕ те хăратман. 50 километрлă дистанцие вăл 2 сехет те 44 минутра чупса тухнă, СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.
Барселонăри (Испани) Олимпиада умĕн Кемерово облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ А.Тулеев хăй патĕнче облаçре чапа тухнă пултаруллă спортсменсемпе ирттернĕ тĕл пулу халĕ те ун асĕнчех-ха. Спортра пысăк çитĕнÿсем тунă яшсемпе хĕрсене кĕпĕрнаттăр тав тунă, татах та пысăкрах çитĕнÿсем тума ăнăçусем суннă, асăнмалăх парнесем панă. Вĕсен хушшинче пирĕн ентеш, Владимир Алексеевич Иванов та пулнă.
В.Иванов Новокузнецк хулинче пурăнать. Металлурги комбинатĕнче огнеупорщик пулса ĕçлет. Пĕр вăхăтрах обществăлла майпа физорг тивĕçĕсене пурнăçлать, цехсем хушшинче ăмăртусем ирттерессине йĕркелет. Вăл тăрăшнипех ку предприятири спорта юратакансем çитĕнÿсем тăваççĕ, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантараççĕ, палăртни пурнăçа кĕрсе те пырать.