16 августа 2011 г.
Вăрмар районĕнчи «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ» автономи учрежденине уçнăранпа кăçал 2 çул çеç çитрĕ пулин те, унта çÿрекенсен йышĕ çултан-çул ÿссе пырать.
- Кăçалхи çанталăк шăрăх тăнине пула бассейна çÿрекенсен йышĕ уйрăмах нумай пулчĕ. Çичĕ уйăхра 21 пин çын шыва кĕрсе киленчĕç, хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетрĕç, - тулли кăмăлпа каласа парать «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Олег Николаевич Иванов.
Комплекс дирекцийĕ шывра ишекенсен ăсталăхне ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Кунта çÿрекенсем 2010-2011 вĕренÿ çулĕнче шкул ачисен XIII Спартакиади шучĕпе Президент Кубокĕшĕн кĕрешсе республикăри ăмăртура виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ольга Иванова вара иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Çакна палăртма кăмăллă: иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 7 ача шывра ишес енĕпе виççĕмĕш разряд нормативне пурнăçланă. Хальхи вăхăтра шывра ишме вĕренекенсен секцине пурĕ 28 çын çÿрет пулсан, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вĕсен йышне тата 14 ача хутшăнать. Пирĕн спортсменсем Улатăр, Куславкка, Етĕрне хулисен бассейнĕсенче ирттернĕ ăмăртусене хутшăннă.
Комплексра фитнес клуба виçĕ ушкăнпа 25 хĕрарăм тулли кăмăлпа çÿреççĕ. Бокс секцинче 12 ача хăйсен пултарулăхне пиçĕхтерет. Теннисла, сĕтел çинчи футболла выляма пулать. Эрнере виçĕ кун арçынсен тата хĕрарăмсен ушкăнĕсем саунăра канса савăнаççĕ. Кăмăл пуррисене шывра ишме вĕрентеççĕ. Роликлă конькисене проката илме пулать.
Физкультурник кунне те палăртмасăр хăвармаççĕ комплексра вăй хуракансем. Физкультурник кунне халалласа августăн 12-мĕшĕнче шывра ишекенсен ăмăртăвне йĕркеленĕ. Августăн 13-мĕшĕнче вара район команди Патăрьелĕнчи физкультурăпа спорт комплексĕнче ирттерекен ăмăртăва хутшăннă. Лайăх хатĕрленнĕскерсем унта çитĕнÿ тăвасса шанас килет. Çапла пултăрччĕ. Спортсменсене ăнăçусем сунатпăр.