АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ халăх çыннисем чăвашсемпе килĕштерсе пурăнаççĕ

16 августа 2011 г.

Хĕрлĕçыр районта чи инçе вырнаçнă ялсенчен пĕри. Ял çумĕпе Кĕтне юхан шывĕ юхса иртет. Çыранăн тепĕр енче - вырăссемпе тутарсем. Мĕн авалтанпах вĕсем туслă, килĕштерсе пурăнаççĕ, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреççĕ, ывăл-хĕрĕсем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Хĕрлĕçыр каччисем Мăратри вырăс хĕрĕсене, вырăс каччисем ялти чăваш хĕрĕсене качча илнинчен халĕ нимĕн те тĕлĕнмелли çук. Маларахри çулсенче çакă тĕлĕнмелле пек туйăннă.

Хĕрлĕçыр ял çыннисем, уйрăмах ватăраххисем тата ял куштанĕсем, 1927 çулта икĕ алла пĕççе çапсах тĕлĕннĕ. Пĕр-пĕрин хушшинче çапла калаçнă: «Эй, çÿлти Турă, чăваша чăваш çитмест-ши, чăваш та вырăса качча илме пуçларĕ вĕт!»

Çапла, тĕлĕнмелли çав вăхăтшăн чăнах та пулнă ĕнтĕ.

Вĕри чĕреллĕ чăваш каччи Дмитрий Егорович Зыкин Пенза хулинче çуралса ÿснĕ вырăс хĕрне юратса пăрахнă. Салтак службине татсан Федосия Ильиничнăпа Хĕрлĕçыр ялне таврăнаççĕ. Телейлĕ мăшăр ял çыннисен сăмахне пăхмасăрах çĕр ĕçне пуçăнать. Çапла вĕсен икĕ çул иртсе кайни те сисĕнмест. Акă ял халăхĕ колхоза пĕрлешме пуçласан Дмитрий Егоровичпа Федосия Ильинична хăйсен лашине тата пур пек пурлăха колхозпа пĕрлештереççĕ. Çак кунран пуçласа çамрăк мăшăрăн тата телейлĕрех пурнăç пуçланать. Ял халăхĕ Дмитрий Егоровичăн пултарулăхне кура ăна ферма заведующийĕ пулма шанса парать, çак вырăнта виçĕ çул ĕçлесен вĕри чĕреллĕ çамрăка «Хĕрлĕ Кĕтне» колхоз председательне суйлать.

Юратуллă пурнăçра вĕсен икĕ ывăл çуралать, кил хăвачĕ те çĕкленсех пырать. Пурнăç йĕркеленсе пынă вăхăтра хăрушă вăрçă пуçланать. Д.Зыкинăн та Тăван çĕршыва хÿтĕлемешкĕн фронта тухса кайма тивет.

Фронтран вăл çапла çыру çырнă: «Юратнă чĕппĕмсем, Ваççа тата Славик! Эсир хальлĕхе пурнăç мĕнне пĕлместĕр-ха. Сывă ÿссе çитĕнĕр, вĕренсе тухса ĕçлеме пуçлăр. Анчах та эпĕ, тен, каялла таврăнаймасан аннĕре лайăх пăхăр. Хам ĕмĕтпе хăвăр та ман çулпа утасса шанса тăратăп».

Çапла, таврăнайман «Хĕрлĕ Кĕтне» колхоз пуçлăхĕ тăван ялне каялла. Вăл 1942 çулта пĕр хаяр çапăçура паттăррăн çапăçса пуçне хунă.

Йывăр килнĕ вырăс хĕрарăмне, Феня аппана, икĕ ачана пăхса ÿстерме. Кашни кун ĕçре - килте ачасем çеç. Тепĕр чухне унăн хăй çуралнă çĕршыва та тухса каяс шухăш çуралнă. Анчах мĕнле тухса кайăн-ха юратнă мăшăрĕ кунта çуралса ÿссе хаяр вăрçа тухса кайнă пулсан; Тата чăваш çыннисем те тăванран та тăван пулса тăчĕç уншăн. Феня аппа чăвашла таса калаçма вĕренсе çитрĕ. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Ăна ял масарне тирпейлесе пытарчĕç.

Евгений Владимирович Паймуллин вара хăйĕн мăшăрне Наташăна кÿршĕллĕ Тутар Республикинчи Клайпÿрт ялĕнчен илнĕ. Наташа 17 çулта чухнех пĕрлешнĕ вĕсем. 1993 çулта, 18 çул тултарсан Тикаш ял Советĕнче çырăннă. Вырăс хĕрĕ 20 çула яхăн ĕнтĕ Хĕрлĕçыр ялĕнче тĕпленсе пурăнать. Хуçалăхсем арканса кайиччен Наташа «Кубня» тата «Тегешевский» хуçалăхсенче дояркăра вăй хучĕ, поварта та тăрăшрĕ. Халĕ вара ялти райпо магазинĕнче сутуçăра ĕçлет. Хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Ял халăхĕн ыйтăвне туллин тивĕçтерессишĕн мĕн пур пĕлĕвне, тăрăшулăхне парать. Нумаях пулмасть вăл квалификацине ÿстермелли икĕ уйăхлăх курсран вĕренсе тухрĕ, иккĕмĕш разрядлă сутуçă пулса тăчĕ.

- Наталья Геннадьевна тавар сутмалли плана уйăхсерен ăнăçлă пурнăçласа пырать. Тавар туянакансемпе сăпайлă калаçать, сентресем çинче куллен кирлĕ таварсем яланах пулччăр тесе хăйĕн мĕн пур тăрăшулăхне парать, - каласа парать райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов.

Наташăпа Женя виçĕ ача çуратса пăхса ÿстереççĕ. Ачисем те хăйсем пекех пултаруллă та ĕçчен. Саша ывăл ачи Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче вĕренет. Валя хĕр ачи те кăçал техникума вĕренме кĕме хатĕрленет. Катя пиллĕкмĕш класа çÿрет. Çемье пуçлăхĕ Евгений Владимирович ĕçлеме Мускава çÿрет.

Иртнĕ çулхи халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕнчен çакă паллă: Тикаш ял тăрăхĕнче вырăссемпе тутарсем те пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри вăл - Наталья Геннадьевна Паймуллина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика