АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнçырма ялĕ пуçланса кайни çинчен

16 августа 2011 г.

Сĕм вăрман сарăлса ларать. Мĕн тĕрлĕ йывăç çук-ши кунта? Яштака хурăнсем, çирĕп юмансем, лапсăркка вĕренесемпе çăкасем çил вĕрнипе пĕр чарăнми кашлаççĕ. Пур-ши, çук-ши ку вăрманăн вĕçĕ? Янкăр та таса тÿпере сарă хĕвел курăнать, вăл хăйĕн пайăркисене тавралăха сапалать.

Вăрман çулĕ çинче тăватă чăваш: Ахвантер, Аплиас, Алсарей, Ветсер. Вĕсем хăйсем ăçта утнине чухламаççĕ. Вăрман илемĕпе киленеççĕ.

Хĕл иртет. Юр ирĕлнĕçемĕн ирĕлсе пырать, вăл куççуль юхтарса çырманалла çул тытать. Акă курăк та сăмсаланать. Тăватă чăваш хырăм выçнине туяççĕ, апат ăçтан тупмалли çинчен шухăшлаççĕ. Серте тухнă пулсан серте яшки пĕçерсе çиме пулатчĕ те...

Çапла утсан-утсан чăвашсем вăрăм та тарăн çырма хĕррине килсе тухаççĕ, канма лараççĕ.

Çырмана йĕри-тавра пăхса сăнасан тĕлĕнсех каяççĕ. Çырма пилĕк çырмапа пĕрлешет иккен. Ку вырăна паллă туса хăварса малалла утаççĕ. Миçе çăл куç курмаççĕ-ши вĕсем çул çинче? Çапах кашнинче тăп-тăрă шыв.

Çапла вĕсем хăйсем шыраса тупнă вырăна çуртсем лартма пикенеççĕ, çемйисемпех куçса килеççĕ.

Çапла вара вун улттăмĕш ĕмĕрте Мăнçырма хĕррине чăваш ялĕ вырнаçать, ячĕ вара - Мăнçырма. Унтан çак ял сарăлнăçемĕн сарăлса пычĕ, икĕ каслă пуличченех...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика